

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗнчери "Шелковый путь» раллие вӗҫлеме халалланӑ мероприятие хутшӑнакансене, йĕркелÿçисене тата хӑнасене саламланă, вӑл тӗнчери паллӑ автогонкӑсен календарьне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Саламлӑ телеграммӑна июлӗн 15-мӗшӗнче Кремль сайчӗ ҫинче пичетлесе кӑларнӑ.
"Ҫак ӑмӑртусем тӗнчери паллӑ автогонкӑсен календарьне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ. Вӗсем паллӑ командӑсене, чаплӑ пилотсене тата тӗрлӗ ҫӗршывсенчен профессионалсене пӗрлештереҫҫӗ, автомобиль спортне малалла кайма тата ҫӗнетме пулӑшаҫҫӗ", - тенӗ пӗлтерӳре.
Президент мероприятие йӗркелекенсене те тав тунă, ҫӗнтерӳҫӗсемпе ӑмӑртусене хутшӑнакансене саламланă, вӗсен пысӑк ӑсталӑхне палӑртнă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Павел Бедняков.
https://iz.ru/1544738/2023-07-15/putin-pozdravil-pobeditelei-ralli-shelkovyi-put