Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
27 Июлӗн 2023, 10:32

Кени гандболисчĕ: "Уфара спорт инфратытӑмӗ Бразилинчен лайӑхрах"

-Уфа чаплӑ хула. Ҫанталӑк кунта лайӑх, тутлӑ ҫитереҫҫӗ, пурӑнма хӑтлӑ условисем.

Кени гандболисчĕ: "Уфара спорт инфратытӑмӗ Бразилинчен лайӑхрах"
Кени гандболисчĕ: "Уфара спорт инфратытӑмӗ Бразилинчен лайӑхрах"

Джоэль - сурдлимпиец Кенин гандбол арҫын командин хутшăнаканĕ. Вăл тата хӗрарӑм командин тренерӗн пулăшаканӗ пулса килнĕ. Джоэлӗн тӗнче ӑмӑртăвĕсен опычӗ пур, анчах Раҫҫейре вӑл пӗрремӗш хут.
– 2022 ҫулта эпӗ Бразилири Сурдлимп вӑййисене хутшӑннӑ, - каласа панă спортсмен. – Ҫавӑнтанпа манӑн пурнӑҫ - вӗҫӗмсӗр тренировка. Спорт инфратытӑмӗн шайне унта та, кунта та, Раҫҫейре те, Уфара та танлаштарса, эпӗ шантарса калама пултаратӑп: сирӗн лайӑхрах. Тӗслӗхрен, пире тренировка залӗ те пур. Бразилире ун пекки пулман. Тӗрлӗ ҫӗршывсенчи командӑсене танлаштарсан – эпир пурте пӗр шайра.

– Уфа килӗшрӗ-и сире?

– Ҫапла, питӗ килĕшрĕ. Уфа чаплӑ хула. Ҫанталӑк кунта лайӑх, тутлӑ ҫитереҫҫӗ, пурӑнма хӑтлӑ условисем.

– Уҫӑлса ҫӳреме вӑхӑт юлать-и?

– Ҫук, график питӗ ҫирӗп. Малтан - гостиница, апатланатпӑр, канатпӑр, унтан - тренировкӑ.

– Анчах селфи тӑвансене яма ӗлкӗрнӗ пулӗ-ха?

– Паллах, Уфаран юратса!
https://svetput.ru/news/sport/2023-07-26/gandbolist-iz-kenii-v-ufe-sportivnaya-infrastruktura-luchshe-chem-v-brazilii-3357076

 

 

Кени гандболисчĕ: "Уфара спорт инфратытӑмӗ Бразилинчен лайӑхрах"
Кени гандболисчĕ: "Уфара спорт инфратытӑмӗ Бразилинчен лайӑхрах"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: