Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
28 Июлӗн 2023, 10:17

«Мы вместе. Спорт» сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Франци атлетки Лоранд Аламэль вӑрӑмӑшӗпе сиксе рекорд тунӑ

Телей сӑлтавӗ ансат: Лоранд хӑйӗн рекордне лартнă!

Лоранд Аламэль спортсменка улттӑмӗш вырӑн йышӑннă, анчах вӑл, хутшăнакансем хушшинче чи юлашки пулса тӑнă пулин те, питӗ кӑмӑллӑ пулнă.
Телей сӑлтавӗ ансат: Лоранд хӑйӗн рекордне лартнă!

"Уфара пӗтӗм тӗнчери шайра тухса калама май килнӗшӗн эпир питӗ хавас. Пӗрремӗш хут хутшӑнатпӑр, пирӗншӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ мероприяти, пысӑк опыт тата ҫӗнӗ эмоцисем. Кунта эпир нумайранпа кӗтнӗ харпăр хăй рекорд – 4,44 метр тӑршшӗ сикессине турӑмӑр. Пирӗн Францире, Реюньонра, результат нумай вӑхӑт хушши вырӑнтан тапранмарӗ, Уфара ҫеҫ ҫак чӑн-чӑн пысӑк чăрмава ҫӗнтерме май килчӗ! Тавтапуҫ!",- тесе ҫирӗплетнӗ ҫӑмӑл атлетка тренерӗ Джанни Превиль.

Лоранд Аламэль хӑй ăмăртăва хутшăнни пирки пӗр сӑмах ҫеҫ: "Телей", тесе ҫеҫ каласа панӑ.
https://svetput.ru/news/sport/2023-07-27/na-letnih-igrah-surdlimpiytsev-my-vmeste-sport-frantsuzhenka-lorand-alamel-ustanovila-lichnyy-rekord-v-pryzhkah-v-dlinu-3359646

«Мы вместе. Спорт» сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Франци атлетки Лоранд Аламэль вӑрӑмӑшӗпе сиксе рекорд тунӑ
«Мы вместе. Спорт» сурдлимпиецсен Ҫуллахи вӑййисенче Франци атлетки Лоранд Аламэль вӑрӑмӑшӗпе сиксе рекорд тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: