#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин професси спортсменӗсене тата сывӑ та активлӑ пурнӑҫ йӗркине пăхăнакансене Физкультурник кунӗ ячӗпе саламланă. Саламлӑ телеграммӑна шӑматкун, августӑн 12-мӗшӗнче, Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"Раҫҫейре массӑллӑ физкультура юхӑмне аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑраççĕ. Тренировка тумалли тата сывлӑх комплексӗсем, пӑр керменӗсемпе стадионсем тӑваҫҫӗ", — палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.
РФ регионӗсенче "Наци кросӗ", "Раҫҫей йӗлтӗр вӑййисем" тата "Ял спорт вӑййисем" йышши пысӑк мероприятисем ирттересси спорта сарма тата ҫӗнӗ чемпионсемпе рекордсменсене воспитани пама пулӑшать, - палӑртнӑ Путин.
Ҫавӑн пекех вӑл кӑҫал физкультурӑпа спорт сферинчи патшалӑх тытӑмӗ йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине палӑртакан тренерсене, педагогсене, инструкторсене, вӗрентекенсене тата отрасль специалисчӗсене уйрӑмах тав тунă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Константин Михальчевский.
https://iz.ru/1558032/2023-08-12/putin-ukazal-na-razvitie-fizkulturnogo-dvizheniia-v-rossii