Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
4 Сентябрӗн 2023, 11:09

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ

Марафон Раҫҫейри 42 регионти тата 300 хулари спортсменсене пӗрлештернӗ.

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ
Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ

Марафон Раҫҫейри 42 регионти тата 300 хулари спортсменсене пӗрлештернӗ.
Организаторсем каланӑ тӑрӑх, хальхи марафона хутшăннă чи çамрăк ҫын – пилӗк уйӑхра, чи ҫулланнă ҫын – 85 ҫулта .
Дистанцие Пушкӑрт премьер-министрӗ Андрей Назаров та тухнă.

– Маншӑн сывӑ пурнӑҫ йӗрки илсе пыни куллен зарядка туни, йытӑпа уҫӑлса ҫӳрени, эрнере пӗрре чупни е мӗнле те пулин тренировка туни пулать. Юлашки вӑхӑтра командировкӑсем нумай пулчĕç, чупма лайӑх хатӗрленме вӑхӑт ҫитмерӗ. Паян эпӗ хам валли задача лартрӑм – пӗр утӑм та ярса пусмасӑр чупса иртмелле, мӗншӗн тесен марафона хутшӑнни формӑна тытса пыма хавхалантарать, - каласа панă Андрей Назаров.

– Тепӗр ҫул Уфа марафонĕн юбилей – 10-мĕш ҫул пулать. Куратпӑр, унӑн чапӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать, 10 пин ҫынна та хӑмсарма пулать, - тенӗ Андрей Назаров.
Сăнÿкерчĕкĕ: ufacity.info

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-09-04/ufimskiy-marafon-sobral-bolee-7-tysyach-chelovek-iz-26-stran-mira-3417743

 

 

Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ
Уфа марафонӗ тӗнчери 26 ҫӗршывран 7 пин ытла ҫын пуҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: