Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Сентябрӗн 2023, 14:27

Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче

Пурне те спорт хастарлӑхне, лартнă тӗллеве çĕнсе илме, ӳт-пӳ туйӑмне лайӑхлатма тата спорт ӑсталӑхне ӳстерме сунатпӑр!

Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче

Сентябрӗн 3-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлечӗсем Пушкӑрт Республикин Спорт министерстви никӗсленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине тата "Спорт калейдоскопӗ "Пӗрремӗшсен республики" проекта уявланӑ май Пелепей хулинче Ҫӑмӑл атлетика кросĕнче ҫывӑхри районсемпе хуласенчи 97 спортсмен хушшинче ăмăртăва хутшăннă.

Ӑмӑрту результачӗсем тӑрӑх:
2,5 ҫухрӑм дистанцире Элиза Давлетшина 2-мĕш вырӑн йышӑннӑ, Анна Борцова - 3-мĕш вырӑн.
5 ҫухрӑм дистанцире (2006-2007 ҫулта çуралнисем хушшинче):
Маргарита Николаева 2-мĕш вырӑн йышӑннă.
Весене вӗрентекен тренер П. Г.Николаев.
Пурне те спорт хастарлӑхне, лартнă тӗллеве çĕнсе илме, ӳт-пӳ туйӑмне лайӑхлатма тата спорт ӑсталӑхне ӳстерме сунатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211

 

 

Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Пирӗн спортсменсем малтисен хушшинче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: