"Спорт калейдоскопӗ "Пӗрремӗшсен Республики" эстафетӑна Стерлибаш районне панӑ. Сентябрӗн 16-мӗшӗнче районта кӗрхи ҫӑмӑл атлетика "Нацисен Кросӗ-2023" иртнӗ. Чупăшăва районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен командисем хутшӑннă.
Ӑмӑрту призерӗсене медальсемпе грамотӑсем панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, "Спорт калейдоскопӗ "Пӗрремӗшсен Республики" эстафета шайӗнче кашни муниципалитетра спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Ермекейсенчен илнӗ эстафета символне Стерлибаш районне панӑ.
Сергей Ивановӑн фоторепортажӗ çак ссылкăпа https://vk.com/album-172931042_296550859
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz