Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
22 Сентябрӗн 2023, 11:53

Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ

Турслета сентябрӗн 27-мӗшӗнче иртекен Пӗтӗм Тӗнчери туризм кунне халалланӑ.

Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ

Вӑрманта И.Николаев ячĕллĕ ҫӑлкуҫпа юнашар Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн студенчӗсем валли Туризм слечӗ иртнӗ. Турслета сентябрӗн 27-мӗшӗнче иртекен Пӗтӗм Тӗнчери туризм кунне халалланӑ.
Спорт кунӗ построенинчен пуҫланнă, унта ачасене хӑрушсӑрлӑх правилисемпе туризм трасси ҫинчен ӑнлантарса панă.
Студентсене Пишпÿлек район администрацин пуçлăхĕн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов тата Пишпÿлек районӗнчи ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин саламланӑ.
- Ҫутҫанталӑкра туяннӑ кирек мӗнле опыт та сире малашне РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенче кирлӗ пулма пултарать. Вырӑнта ориентировани тума тата чӑрмавсене ҫӗнтерсе пыма сире ҫар службине хатӗрлеме тытӑнни пулать. Мобилизациленĕ хыҫҫӑн пирӗн боецсем ытларах хирте пурӑнчӗç, вӗсене шкулта илнӗ малтанхи хӑнӑхусем унта кирлӗ пулчӗҫ. Паянхи мероприятирен илнӗ опыт сире службӑра ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра та кирлӗ пулӗ. Ҫак сӑлтавпа эпӗ паянхи мероприятие чӑнласах хутшӑнма ыйтатӑп, - тенĕ Пишпÿлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин ачасене.
Вунӑ команда ултшарӑн уйрăлса этапсем иртнĕ: "Шурлӑх урлă тӗмескесем тăрăх каҫасси", "Параллельлӗ карлӑксем", "Канат тӑрӑх анасси", "Канат тӑрӑх хӑпарасси".
Ӑмӑрту кунӗ вӗҫленсен пĕтĕмлетÿ тунă. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе хутшӑнакансене Хисеп хучĕсем панӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Пишпÿлек студенчӗсем валли Туризм слечӗ ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: