Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Сентябрӗн 2023, 11:16

Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ

Ачасене тата вӗсен наставникне Николай Ильич Петрова ҫитӗнӳ ячӗпе саламлатпӑр.

Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ
Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ

Сентябрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен Уфара Пушкӑртстанри Ҫарпа патриот клубĕсен XIX Фестивалӗ иртнӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен командӑсем хутшӑннă. Вӗсен хушшинче Пишпӳлек районӗнчи Хушăлкари вăтам шкулти "Мужество" клуб воспитанникӗсем те пулнă. Ачасем спорт ӑмӑртӑвӗсенче, ҫарпа прикладной дисциплинӑсенче, тӗрлӗ конкурссемпе викторинӑсенче чи лайӑххисене тупса палӑртнӑ. "Мужество" клуб команди те пӗр харӑсах темиҫе малти вырӑн йышӑнса Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ. Ачасене тата вӗсен наставникне Николай Ильич Петрова ҫак ҫитӗнӳ ячӗпе саламлатпӑр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/arturzaripov74

 

Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ
Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ
Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ
Пишпÿлек районĕн чысне тивӗҫлипе хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: