Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
2 Октябрӗн 2023, 11:14

Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ

Хушăлка ялӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн призӗшĕн ту кросӗ иртнӗ.

Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ

Районти спорт пурнӑҫӗнче черетлӗ паллӑ ӗҫ пулса иртнӗ. Хушăлка ялӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн призӗшĕн ту кросӗ иртнӗ. Тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенчи ачасем валли тӗрлӗ вӑрӑмӑш тата ҫӳллӗшсем урлӑ каҫмалли трасса хатӗрленӗ. Ҫитӗннисем валли 3500 метр тӑршшӗ трасса тунă. Ҫӳллӗшсем 130 метр ытла анаҫҫӗ.

Ту кросне уҫмалли церемоние Раҫҫей Федерацийӗн тата Пушкӑртстан Республикин гимнӗсенчен пуҫланӑ. Малалла ăмӑртӑва хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланă. Вӑл спортсменсене хатӗрленӗшӗн тренерсене тав тунă, чупăшăва хутшӑнакансене ҫирӗп сывлӑх тата ту ҫинчи ансат мар трассӑна чыслӑн ҫӗнтерме суннă.

Сӑрт-ту таврашӗ вӑйсӑртарах хатӗрленнисене тата тупăшакансен чун-хавалне хавшатма шанчӑк та хӑварман. Пьедестал çинче чи вӑйлисем пулнă. Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, дипломсене тата укҫа-тенкӗ парнисене тивӗҫнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сергей Иванов https://vk.com/album-172931042_297157640

https://vk.com/officialbiz

 

Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Хушăлкара ту кросĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: