Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Уфа пенсионерки ултавҫӑсене палласа илнӗ те 1,5 млн тенке ҫӑлса хӑварнӑПушкӑртстанри Благовещенскинче ача-пӑча поликлиники тӑваҫҫӗПишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче "Сывлӑх кунне" паллӑ тунă «СВОя семейная гостиная» клубра 800 ытла тӗлпулу иртнӗПушкӑрт Республикинчи Асӑну тата хисеп кунӗВ Башкирии работает телефон доверия полицииШкольники и студенты представят свои изобретения в Межвузовском кампусеСывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларах
Пур хыпар та
10
СПОРТ
20 Октябрӗн 2023, 12:49

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панӑ

Радий Хабиров спорт канашлӑвӗнче пӗрремӗш хут пулнă.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынипе иртнӗ физкультурӑпа спорта аталантармалли канашлу ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ.
— Икӗ пысӑк проблемӑна сӳтсе яврӑмӑр - спорт инфратытӑмӗ, урӑхла каласан, спорт ҫитӗнӗвӗсем валли тата физкультурӑпа спорт инфратытӑмӗ, - каласа панă республика Пуҫлӑхӗ. - Иккӗмӗшӗ - спорт валли оборудовани тата экипировка туса кӑларасси. Унччен, паллах, импортӑн тӳпи пысăк пулнӑ. Халӗ спорт оборудованийӗ тӑвас енӗпе темиҫе кластер тӑвасси ҫинчен йышӑну тӑвӑпӑр. Лаптак сооруженисем, воркаутсем, бассейнсем мӗнле туни ҫинчен пӗтӗмлетӳсем тунӑ. Кунта пирӗн республика начар мар курӑнать, мӗншӗн тесен пирӗн вӗсем чылаях нумай, эпир яланах ҫӗннисене тӑватпӑр.
Интереслӗ самантсенчен пӗри Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫейре спортсменсен ҫӗнӗ юридика организациллӗ пӗрлешӗвӗсем - клубсем, лигӑсем йышӑнасси ҫинчен каланă, вӗсем студентсене пӗрлештерӗҫ.

Радий Хабиров хӑй спорт канашлӑвӗнче пӗрремӗш хут пулнине палӑртнă.
Ҫавӑн пекех Радий Хабиров ноябрь уйӑхӗнче Паралимп комитечӗпе пӗрле Пушкӑртра йӗркеленӗ СВОна хутшӑнакансемшӗн пӗрремӗш чемпионат ҫинчен каланă.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.
https://www.bashinform.ru/news/sport/2023-10-19/glava-bashkirii-radiy-habirov-prokommentiroval-itogi-zasedaniya-soveta-po-fizicheskoy-kulture-i-sportu-3485241

 

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров физкультура тата спорт канашӗн ларӑвӗн пĕтĕмлетĕвĕсем ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: