Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн «Крош» 2-мĕш ушкăнĕн воспитанникĕсем кашни кун ирхи гимнастикӑпа киленеҫҫӗ.
Ирхи гимнастика - ҫемьере, ача садӗнче ачан режимӗн обязательнӑй пайӗ. Ҫитӗннӗ ҫын ертсе пынипе ӑна тӑтӑшах вӑй-хал упражненийӗсене хӑнӑхтарса пырать, ҫав упражненисем ачан кӑмӑллӑ мышцă туйӑмӗсемпе, кирлӗ эмоцисемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене савӑнӑҫлӑ пулма хавхалантараҫҫӗ.
Тӑтӑшах гимнастика тăвакан ачасен ыйхӑллӑ туйӑмĕ ҫухалать, хастарлӑх туйӑмӗ ҫуралать, эмоциллӗ ҫӗкленӳ пуҫланать, ӗҫлеме пултараслӑх ӳссе пырать, вӑй-хала ӳстерет, ҫине тӑрса ӗҫлеме хӑнӑхать, ирхи гимнастика ачасене дисциплинӑлать.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217412282