Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Декабрӗн 2023, 08:59

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть

Йăлпăлактамак ачисем хоккей коробкин борчĕсене улӑштарнă, шыв сапса пăрлантарас ӗҫе вӗҫленĕ. 

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть
Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть

Совет спорт юррин йӗркисем "Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть!" паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ юлать, ăна пӗтӗмӗшпех Йăлпăлактамак ачисем çинчен калама пулать. Ҫӗнӗ хоккей сезонне хатӗрленнӗ май вӗсем хӑйсене чӑн-чӑн пӑрлӑ дружина пек кӑтартнă. Хӑйсен вӑйӗпе хоккей коробкин борчĕсене улӑштарнă, шыв сапса пăрлантарас ӗҫе вӗҫленĕ. Ырă вăхăт тупса вӗсем пӑр ҫине тухнă, ярăнса пăхнă. Эпир пирĕнпе юнашар чӑн-чӑн арҫын характерӗпе пуласлӑх ӳссе пынишӗн савӑнатпӑр, ӑна тума тата упрама пултаратпӑр. Ачасене ӗҫе тата спорта юратма вӗрентнӗшӗн ашшӗ-амӑшĕсене тавтапуҫ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

 

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть
Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть
Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: