Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
21 Декабрӗн 2023, 14:33

Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ

Пăслăкри Культура çуртĕнче  волейбол турнирӗ иртнӗ.

Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ

Пăслăкри Культура çуртĕнче пирӗн ентеш - Совет Союзӗн Геройӗ К.Д. Андреев ячӗллӗ волейбол турнирӗ иртнӗ, ăна Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ йӗркеленӗ. "Асра тытмалли вахта" - ҫак ятпа малтан курмалли залра мероприятине уҫнă. Унта геройӑн мӑнукӗсем - Вера Ивановнапа Алевтина Ивановна - хутшӑннă, вӗсем чей ĕçтерессине йĕркеленĕ. "Ман ҫемье историйӗсем Раҫҫей историйӗнче" видеороликпа, Совет Союзӗн Геройӗн мăнукĕн Виталина Лаврентьеван, пӗтӗм Раҫҫейри мультимедиа проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ тӗпчев ӗҫӗн ҫимӗҫӗпе, ҫак мероприяти уҫăлнă. Унта Геройӑн паттӑрлӑхӗ, унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ. Ҫак темӑна Пăслăкри К.Иванов ячĕллĕ вăтам шкулта вӗренекенӗсем малалла тăснă.
Спортсменсене Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ Ю.А. Васильев, район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ А.А. Данилов, В.И. Васильев геройӑн мӑнукӗ тата ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи А.А. Семенов саламланă.
Ăмăртăва Пишпÿлек, Ермолкин, Дюсян, Пăслăк ялӗсенчен тăватă команда тӑратнӑ. Вӑйӑсен тапхăрĕсем хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрнă.
1-мĕш вырӑна "Энергия" (Пишпÿлек) команди йышӑннă.
2-мĕш вырӑна Дюсян команди илнĕ.
3-мĕш вырӑна пуху команди (Çирĕклĕ + Пишпÿлек+ Ермолкин).
4-мĕш вырӑн – районти чӑваш канаш исполкомӗн членӗсем.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114426851

 

 

 

Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ волейбол турнирĕ йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: