Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
4 Кӑрлач , 10:23

Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ

Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗ савӑнӑҫлӑ, уҫҫӑн, сывлӑхшӑн усӑллӑ иртнĕ.

Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ

Çӗнӗ 2024 ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче Пишпÿлекри тӗп площадьре "Забег обещаний" массӑллӑ спорт мероприятийӗ пулса иртнӗ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансем площаде хӑйсен кӑмӑлне хут листи ҫине ҫырса, символла дистанци тӑрӑх чупса тухма килнӗ. Сӑмах пани ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнче те иртет.
Акцие Уфа хулинчи Азат та хутшӑннă.
- Пишпÿлекре ҫакӑн пек мероприяти пуласса пӗлмен эпӗ. Эпӗ яланах марафонсене хутшӑнатӑп. Хусанпа Мускав хулинчи марафона хутшӑннӑ. Кӑҫал май уйӑхӗнче Хусан марафонӗ иртӗ. Эпӗ марафона 3 сехет те 30 минутран хӑвӑртрах чупма сӑмах паратӑп, - пӗлтернӗ чупăшăва хутшăннă ҫын.
Чупса кӗнӗ хыҫҫӑн Пишпÿлекри ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн специалисчӗсем старта хутшӑнакансене вӗри чей ӗҫтернĕ.
Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗ савӑнӑҫлӑ, уҫҫӑн, сывлӑхшӑн усӑллӑ иртнĕ.
Сăнукерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Пишпÿлекре "Забег обещаний" спорт мероприятийӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: