Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Кӑрлач , 14:42

ХК "Олимп" Пишпÿлек - Чемпион!

"Олимп" виҫӗ ҫӗнтерӳ тунӑ та Чемпион пулса тӑнӑ.

ХК "Олимп" Пишпÿлек - Чемпион!
ХК "Олимп" Пишпÿлек - Чемпион!


Январӗн 4-мӗшӗнче Альшей районӗнчи Раевка ялĕнче хоккей турнирӗ иртнӗ. Пишпÿлек районӗнчи "Олимп" хоккей команди те ҫак турнира хутшӑннӑ. "Олимп" виҫӗ ҫӗнтерӳ тунӑ та Чемпион пулса тӑнӑ. Хӑйӗн ушкӑнӗнче пирӗн команда "Родник" (Чишма) командӑна 6:3 тата "Дим" (Раевка)командӑна 7:2 шутпа ҫӗнтернӗ те финала тухнă. Финалта Иглин командипе тӗл пулнӑ, ҫинетӑруллă вӑййа 2:1 шутпа выляса илнӗ те кубок хуҫи пулса тӑнӑ. Командӑра пӗрремӗш хут Булат Ихсановпа Алмаз Гильманов ҫамрӑк вӑйăçсем дебютланă. Турнирӑн чи лайӑх вратарӗ Артур Шафиков пулнă. Айназ Нургалиев, Рустам Гадельшин, Инзиль Кинзибаев питӗ лайӑх вӑйӑ кӑтартнă. "Олимп" чемпион!! Маттур ачасем!!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

ХК "Олимп" Пишпÿлек - Чемпион!
ХК "Олимп" Пишпÿлек - Чемпион!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: