Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра спортпа сывлӑх вунăкунлăхĕ пуҫланнă. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче 500 ытла физкультура мероприятийӗ иртет. Январӗн пӗрремӗш кунӗнче кӑмӑл тӑвакансем пурте йӑлана кӗнӗ "Забег обещаний" акцие хутшӑннă.
Ленин площадӗнче, Гостинӑй картишӗнче тата Кашкадан паркӗнче спортсменсем 2024 метр чупнӑ. Хула тулашне тухмасӑр вӑхӑта активлӑ ирттерме, 32 пӑр катокне, йӗлтӗрпе ҫӳремелли 22 трассӑна тата сӑрт-ту тайлӑмӗсемпе ҫӳреме пулать. Унсӑр пуҫне республикӑра фехтовани, биатлон, шахмат ӑмӑртӑвӗсем нумай иртӗҫ.
Хула ҫыннисем сакӑр кун хушшинче массӑллӑ спорт тата ҫемье мероприятийӗсене хутшӑнма пултараҫҫӗ, вӗсенче ҫӗнӗ ҫул вӑййисем, конькипе стартсем, хӗллехи вӑйӑ кунӗ тата ытти те. Унсӑр пуҫне хулан пур районӗсенче те "Ылтӑн шайба" турнир иртӗ.
https://www.bashinform.ru/news/sport/2023-12-31/s-1-yanvarya-v-bashkirii-startuet-dekada-sporta-i-zdorovya-3589109