Январӗн 4-мӗшӗнче "Парус" спорт шкулӗн ишмелли бассейнӗнче "Ҫӗнӗ çул дельфинӗ" ишес тӗлӗшпе первенство иртнĕ.
Спорт мероприятине уявла уҫнӑ чухне администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ А.А. Данилов тата "Парус" спорт шкулӗн директорӗ Л.О. Агеев пурне те саламланă.
Ишекенсем 100 м, 50 м, 25 м дистанцисенче тупӑшнă, нумайӑшӗ хӑйсен результачӗсене лайӑхлатма, ҫӗнӗ спорт разрячӗсене пурнӑҫлама пултарнă, чылай ачасемшӗн вара ку пӗрремӗш ӑмӑрту пулнă.
Мероприятие сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, спорт ҫул-йӗрне аталантарма хавхалантармалли тӗллевпе ирттернĕ. Тӗлӗнмелле, эмоциллӗ ишевсем иртнĕ. Ишмелли бассейнра спорт хавалӗ, ырӑ сунни тата спортсменсене хавхалантаракансем пулӑшни сисӗнет.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсемпе грамотӑсем панӑ, ӑмӑртӑва хутшӑнакансем пурте Н.Н. Файзуллина «Мир Вкуса» кафе спонсортан пылак призсем илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене, призерсене тата ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлатпӑр! Ҫитӗнӳсем тата малашнехи ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211