Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Кӑрлач , 13:35

Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет

Армрестлинг — Раҫҫей, Европа, тӗнче чемпионачӗсем иртекен спорт тӗсӗ.

Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет
Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет


Армрестлинг — Раҫҫей, Европа, тӗнче чемпионачӗсем иртекен спорт тӗсӗ.
Районти "Батыр" атлет-клуб 28 çул ӗҫлет. Ҫак вӑхӑтра клуб воспитанникӗсем пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫей, республика ӑмӑртӑвӗсен армспортпа кире пукан спорчĕн чемпионӗсемпе призерӗсем пулса тӑнă. Паян та "Батыр" вӑйлӑ спортсменсене ҫитӗнтерет.
Январӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен Тутарстан Республикинчи Нижнекамск хулинче федерацин Атӑлҫи округӗн армрестлинг енӗпе Первенстви тата Чемпионачĕ иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусем Раҫҫейри чи паллӑ турнирсен шутне кӗреҫҫӗ. Унта Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмуртирен, Чӑваш Енрен, Марий Элран, ҫавӑн пекех Пенза, Самара, Саратов, Оренбург, Ульяновск облаҫӗсенчен тата Пермь крайӗнчен вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ.
Пушкӑрт Республикин пĕрлешÿллĕ команди йышӗнче Пишпÿлек районӗн спортсменĕсем те кӗрешнӗ. Вӗсем пурте "Батыр" атлет-клуб воспитанникӗсем. Çав ăмăртусенче Пишпÿлек атлечӗсем Алексей Ивановпа Владислав Степанов бронза наградӑсем ҫӗнсе илнӗ. Калама ҫук вӑйлӑ та тимӗр пек ҫирӗп характера арçынсем ҫеҫ мар, илемлӗ хĕр представителӗсем те кӑтартса параҫҫӗ. Атлет-клуб воспитанницисем Екатерина Меркуловапа Лиана Газизьянова хӑйсен виçе категорийӗсенче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
— Спортсменсен шайӗ ҫулсеренех ӳсет. Пирӗн ачасем тивӗҫлипе кӗрешеççĕ, - палӑртать "Батыр" атлет-клуб тренерӗ Татьяна Онанова.
Федерацин Атӑлҫи округӗн Чемпионатне лекес тесе Пишпÿлек районӗнчи атлетсем армрестлинг енӗпе Пушкӑртстан Республикин Чемпионатне тата Первенствине хутшӑннӑ. Пишпÿлек районӗнчи спортсменсем мӗнпур ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх пӗтӗм командӑллӑ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ та армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин Чемпионачӗн бронза призерӗ пулса тӑнӑ. Ҫак ӑмӑртусем Федерацин Атӑлҫи округӗнче хутшӑнма суйлав пулнă.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

Екатерина Меркулова:
— Армрестлингпа ултӑ ҫул киленетĕп ӗнтӗ. Унччен волейболла выляттăм, ишеттĕм. Эпӗ нумайччен хама шырарӑм. Армрестлинга мана атте пӗрремӗш хут илсе килчӗ. Малтан питӗ вӑтанаттӑм, мӗншӗн тесен кунта арҫын ачасем ҫеҫ çÿретчӗҫ. Татьяна Онанова тренер мана питӗ пулӑшрӗ. Спорт тĕсне эпӗ тӳрех юратса пӑрахрӑм. Кунта эпӗ хама хам алла илтӗм. Манӑн ҫемье мана пулӑшать, уйрӑмах атте. Кӗҫӗннисем тӗслӗх илеҫҫӗ те армрестлинг ӗҫне тытӑнасшӑн. Ӑмӑртусенче манӑн принцип: "мӗнле те пулин иккӗленӳ пур пулсан та, эсӗ пӗтӗм вӑйран кӗрешетӗн".
Районти ӑмӑртусенче Екатерина яланах малти вырӑнсем йышӑнать. 2023 ҫулта Пушкӑртстан Республикин армрестлинг енӗпе Первенствипе Чемпионатӗнче арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче Екатерина чемпион пулса тӑнă. Нефтекамск хулинче (Тутарстан Республики) январӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен иртнӗ армрестлинг енӗпе Федерацин Атӑлҫи округӗн Чемпионачĕпе Первенствинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннă.
Арина Нигметзянова:
— Турнирсенче хăйĕн виçе категорийӗнче темиҫе хутчен те малти вырӑнсем йышӑннӑ Розалия аппа йӗрӗпе кайма шут тытрӑм. Армрестлинга ҫулталӑк хутшăнатăп, ҫитӗнӳсем те пур ӗнтӗ. Армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин Чемпионачĕпе Первенствинче арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче хамăн виçе категорийӗнче Пушкӑрт Республикин чемпионӗ пулса тӑтăм.
Владислав Степанов:
— Армрестлинга виҫӗ ҫул çÿретĕп. Ҫак хушӑра Федерацин Атӑлҫи округӗн Первенствин чемпионатне темиҫе хут та кайса килнӗ. Унччен чылай спорт секцийӗсене ҫӳреме хӑтланса пӑхрăм, анчах хама шӑпах армрестлингра тупрăм. Пушкӑрт Республикин Чемпионачӗпе Первенствинче суйлав ӑмӑртӑвӗсенче пӗрремӗш вырӑн йышӑнса, Федерацин Атӑлҫи округӗн Первенствипе Чемпионатне республикан пĕрлешÿллĕ командин йышне хутшӑнтăм, унта хамăн виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнтăм.
Алексей Иванов:
— "Батыра" ҫулталӑка яхӑн çÿретĕп. Кунта пӗрремӗш хут хамăн туспа килтĕм те армрестлинга вӗренме пуҫларăм. Пушкӑрт Республикин Чемпионатӗнче тата Первенствинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнтăм. ПФО Чемпионатӗнче тата Первенствинче икӗ хут та пулма ӗлкӗртĕм. Кӑҫал виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнтăм.

 

 

Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет
Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет
Пишпÿлек районӗ вӑйлӑ армрестерсене малалла ӳстерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: