Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
31 Кӑрлач , 09:55

Радий Хабиров стройка пыракан Уфари физкультурӑпа сывлӑх центрне ҫитсе курнӑ

Пушкӑрстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗнӗ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тӑвас ӗҫ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.

Радий Хабиров стройка пыракан Уфари физкультурӑпа сывлӑх центрне ҫитсе курнӑ
Радий Хабиров стройка пыракан Уфари физкультурӑпа сывлӑх центрне ҫитсе курнӑ

Кӑҫал Пушкӑртстан тӗп хулинче тӳрех темиҫе пысӑк спорт объекчӗ уҫӑлӗ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Уфан юбилей ҫулӗнче тӳрех темиҫе пысӑк спорт объекчӗ уҫӑласси ҫинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен пӗри – "Газпром" компани тӑвакан Менделеев урамӗнчи физкультурӑпа сывлӑх центрӗ. Объектра ӗҫсем мӗнле пынине Радий Хабиров хӑй хакланӑ.

Физкультурӑпа сывлӑх комплексне 2024 ҫулхи февралӗн иккӗмӗш ҫурринче уҫӗҫ, ăна Ульфат Мустафин ятне парĕç.

"Газпром — ачасене" программа 2007 ҫултан пуҫласа Раҫҫейӗн 74 регионӗнче пурнӑҫланать тата 2000 ытла социаллӑ объект тумаллине кĕртет.

Регион спорт министрӗ Руслан Хабибов каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи январь уйӑхӗн вӗҫӗнче объектра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем вӗҫленӗҫ. Халӗ кĕрешÿçĕсен кавирӗсене майлаштараҫҫӗ, стенасене сӑрласси тата пусма картисене вырнаҫтарасси вӗҫленет. Ҫавӑн пекех электросетьсене, алӑк блокӗсене монтажлас тата инвентарьсене вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑрстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ҫӗнӗ физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ тӑвас ӗҫ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-01-30/radiy-habirov-posetil-stroyaschiysya-fizkulturno-ozdorovitelnyy-tsentr-v-ufe-3622559

 

 

Радий Хабиров стройка пыракан Уфари физкультурӑпа сывлӑх центрне ҫитсе курнӑ
Радий Хабиров стройка пыракан Уфари физкультурӑпа сывлӑх центрне ҫитсе курнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: