Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
5 Нарӑсӑн , 11:18

Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ

Ӑмӑртӑва Пелепей, Туймазă хулисен, Альшей, Буздяк, Пишпÿлек районӗсен командисем тата М.Кашапов ячĕллĕ команда (Дюсянран) хутшӑннӑ.

Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ

Пишпÿлекре воин-интернационалиста Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ пулнӑ. Ӑмӑртӑва Пелепей, Туймазă хулисен, Альшей, Буздяк, Пишпÿлек районӗсен командисем тата М.Кашапов ячĕллĕ команда (Дюсянран) хутшӑннӑ. Спортсменсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов, Пишпÿлек район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Наиль Гатауллин, турнир организаторĕ тата спонсорĕ Рустам Бадретдинов, Афганистанри ҫапӑҫусене хутшăннă воин-ветеранĕсен канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов, çавӑн пекех социаллӑ координаторăн Пишпӳлек районӗнчи помощникӗ Рамиль Мухтасимов килнĕ. Волейболла вылямалли матчсем курӑмлӑ та ҫине тӑруллă пулнă. Кашни команда результатшăн кĕрешнĕ. Анчах вӗсенчен пӗри ҫеҫ ҫӗнтерме пултарнӑ — М.Кашапов ячӗллӗ командă волейболисчĕсем пулса тухнă. Туймазă команди иккӗмӗш вырӑн, Альшей районӗн команди "бронза" выляса илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Пишпÿлекре Марсель Кашапова халалланӑ волейбол турнирӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: