Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
20 Нарӑсӑн , 12:16

Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ

Турнирта районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенчен сакăр командӑпа виçĕ ача сачӗн коллективĕсем хутшӑннӑ.

Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ
Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ

Февралӗн 17-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче волейболпа вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче сывлӑх спартакиади иртнӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов саламланă. Турнирта районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенчен сакăр командӑпа виçĕ ача сачӗн коллективĕсем хутшӑннӑ.

Ӑмӑрту пĕтĕмлетĕвĕсем тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна Аитри вăтам шкул команди йышӑннă, иккӗмӗш вырӑнта — Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул команди, виçҫӗмĕш призер Хушăлкари вăтам шкул команди пулса тăнă.

Ача сачӗсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Пишпÿлекри "Умка" ача сачĕн, иккĕмĕш вырӑна Пишпÿлекри "Журавушка" ача сачĕн, 3-мĕш вырӑна Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачĕн командисем йышăннă.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/officialbiz

 

 

Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ
Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ
Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ
Вӗренӳ ӗҫченӗсем хушшинче волейболпа сывлӑх спартакиади иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: