Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
22 Нарӑсӑн , 10:27

Путинпа ют ҫӗршыв лидерӗсем "Пуласлӑх вӑййисене" уҫнă çĕре хутшӑннă

#владимирпутин

Путинпа ют ҫӗршыв лидерӗсем "Пуласлӑх вӑййисене" уҫнă çĕре хутшӑннă
Путинпа ют ҫӗршыв лидерӗсем "Пуласлӑх вӑййисене" уҫнă çĕре хутшӑннă

#владимирпутин
"Пуласлӑх вӑййисем" - Раҫҫейӗн тӗнчери спорт ҫемйине парне.
Владимир Путин тӗнчери пӗрремӗш мультиспорт ӑмӑртӑвӗсене старт панă, вӑл "Пуласлӑх вӑййисем" - политика конъюнктурипе икӗ майлă стандартсенчен ирӗклӗх пулнине палӑртнă.

"Саккунлӑ, классикӑпа киберспорт пӗрлештерес шухӑш Раҫҫейре ҫуралнӑ. Пирӗн ҫӗршыв планетӑн малта пыракан спорт держависенчен, аслӑ атлетсен, ҫӗнтерӳсемпе рекордсен Тӑван çӗршывӗнчен пӗри пулса тӑрать. Эпир яланах спортпа унӑн гуманизмла пысӑк пахалӑхӗсене малалла аталантарассишӗн тухса калатпӑр. "Пуласлӑх вӑййисем" – пирӗн тӗнчери спорт ҫемйине парне", - тенӗ Путин мультиспорт турнирне уҫнӑ чухне.
"Раҫҫей гражданӗсен активлӑ ӗҫӗн чи паллӑ, пӗтӗм халӑхшӑн паллӑ тӗсӗсен шутне фиджитал-спорт та кӗрессе шанатӑп. Активлӑ, ҫитӗнӳллӗ, динамикӑллӑ, вӑл пур ӑру ҫыннисен физкультура тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине интереслентерме пултарать. Паллах, ачасен те, ҫамрӑксен те. Ку пирӗншӗн "Пуласлӑх вӑййисен" уйрӑм хаклӑхĕ, - тенӗ Путин.
Ӑмӑрту вунă кун тӑсӑлать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/

https://radiosputnik.ru/20240221/putin-1928841714.html

материалĕсем тӑрӑх.

Путинпа ют ҫӗршыв лидерӗсем "Пуласлӑх вӑййисене" уҫнă çĕре хутшӑннă
Путинпа ют ҫӗршыв лидерӗсем "Пуласлӑх вӑййисене" уҫнă çĕре хутшӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: