Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Нарӑсӑн , 09:48

"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ

Чи асли Хушăлка ялӗнчи 75 ҫулхи Николай Васильев пулнă.

"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ


2024 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Пăслăкри йӗлтӗрпе ҫӳремелли трасса ҫинче "Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑрту йĕркелÿçи çуллен Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канашӗ. Ӑмӑртӑва иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхи ăмăрту вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен "Сывлӑх" спартакиада зачетне кӗнӗ.
Финиш хыҫҫӑн чупакансем Пăслăкри вăтам шкул коллективӗпе мероприяти спонсорӗсенчен вӗри чей тата тутлӑ апатпа киленме пултарнӑ.
Çак ăмăртура Пăслăк ялӗнчи çичĕ çулхи Арсений Афанасьев чи ҫамрӑк ҫын пулса тӑнӑ, чи асли Хушăлка ялӗнчи Николай Васильев - 75 ҫулта. Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 13 категорире йӗлтӗрпе чупма юратакансем 1 тата 2 ҫухрӑм дистанцире ӑмӑртнӑ, чупу çӗнтерӳҫисене грамотӑсем, укҫа-тенкӗ призĕсемпе медальсем панӑ.
Наградӑланӑ чаплӑ пайра Пăслăкри Культура çурчĕн "Тӑван юрӑ" халӑх вокал ансамблӗн солисчӗсем тата Вячеслав Григорьев вокалист хутшӑннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club114426851

 

 

"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
"Йĕлме йĕлтĕр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пăслăкра иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: