Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
12 Мартӑн , 11:42

Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă

«Парус» спорт шкулӗнче Пишпӳлек районӗнчи сывлӑх уйрӑмлӑхӗсемлĕ арçын ачасен "Рыцарь турнирĕ" иртнӗ.  

Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă

 

Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ-2024 "Действуй" муниципалитет тапхӑрӗн шайӗнче – «Парус» спорт шкулӗнче Пишпӳлек районӗнчи сывлӑх уйрӑмлӑхӗсемлĕ арçын ачасен "Рыцарь турнирĕ" иртнӗ.

Ачасем пӗтӗм Раҫҫейри "Ĕҫе тата оборонӑна хатӗр" физкультурӑпа спорт комплексӗн нормативӗсене уйрӑм зачетра панă, ҫавӑн пекех спорт эстафетине икӗ ушкӑна пайланса хутшӑннă.

Спорт мероприятийӗнче Мишка хӑна хастар хутшӑннă, ăна "Царь-Праздник" чечек лавки (ИП Давыдов А.Ю.) спонсироват тунă.

Вӑл ачасене ҫеҫ мар, ҫитӗннисене те кăмăла кайнă. Ачасен паян илнӗ Мишкан эмоцийӗсене сӑнама питӗ кӑмӑллӑ пулнă.

Тӗлпулу итогӗ тӑрӑх ачасем ҫӗнӗ туйӑмсен энергийӗпе, эмоцийӗсемпе тата тинӗс кăмăл-туйăмпа авӑрланнă, ҫавӑн пекех "ГТО" ВФСК нормативне панӑ участникӑн сертификатне тата А.Ю. Давыдовран сывлӑш шарӗсене илнĕ.

#ВФМ02 #БашМолодежь
#ВФМ2024 #ДействуйВФМ
#БижбулякскийРайон

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club43415916

 

Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Пишпӳлек районӗнчи хавшак сывлӑхлă арçын ачасем ГТО нормисене панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: