Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
15 Мартӑн , 10:06

Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пишпÿлекри хоккей курупкинче шайбӑпа районти хоккей турнирĕ иртнĕ.

Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пишпÿлекри хоккей курупкинче шайбӑпа районти хоккей турнирĕ иртнĕ. Вăл 2009-2010 тата 2011-2014 ҫулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче хоккей сезонне хупнине халалланă.
Унта Пишпÿлекри "Олимп", Аитри "Ильдар Гимаев" ячĕллĕ, Демскинчи "Авангард" командăсем хутшӑннӑ.
Спортсменсене Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пишпÿлек районӗнчи хоккей федерацийӗн президенчӗ Рим Гадельшин тата "Парус" спорт шкулӗн директорӗ Лев Агеев саламланă.
Хоккей площадкинче лайӑх ҫанталӑк тата хастар кĕрешÿ кӑмӑлĕ хуҫаланнă. Вӑйӑсем тӗлӗнмелле те интереслӗ иртнĕ.
Ӑмӑрту пĕтĕмлетĕвĕ çапла:
2009-2010 çулсенче çуралнă çамрӑксем хушшинче
1-мĕш вырăна Пишпÿлекри "Олимп" команда илнĕ,
2-мĕш вырăнта Аитри "Ильдар Гимаев" ячĕллĕ команда пулнă.

2011-2014 çулсенче çуралнă çамрӑксем хушшинче
1-мĕш вырăна Аитри "Ильдар Гимаев" ячĕллĕ команда илнĕ, 2-мĕш вырăн Пишпÿлекри "Олимп" командăра, 3-мĕш вырăн вара Демскинчи "Авангард" командăра пулнă.
Вӗрентекен-тренерсемпе воспитанниксене саламлатпӑр.
#БижбулякСпортивный
#Бижбулякскийрайон
#СпортНормаЖизни
#ГодСемьи
#СпортивнаяШколаПарус
#МинСпорт
#РеспубликаБашкортостан
#ХоккейДети
#Хоккейсшайбой
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211

 

 

Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Пишпÿлекре хоккей сезонне хупнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: