"Парус" спорт шкулӗнче Пишпÿлекри ача сачӗсен воспитанникӗсем хушшинче Спартакиада иртнӗ.
Мероприяти питӗ савӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Ачасем пӗр-пӗрне хавхалантарнă, ӑмӑрту тапхӑрӗсенче пулӑшнă.
Тапхăрсем ҫакӑн пек пулнӑ: челнокла чупни, 30 м, урай ҫинчен выртакан кӗлеткене (пресс) ҫӗклени, вырӑнтан сикни, мечӗке аякран обруч ăшне пăрахни, гимнастика сакки ҫинчен малалла тайӑлни, комбинациленӗ эстафета.
Ҫамрӑк пулин те, шкулчченхи учрежденисенче вӗренекенсем хӑйсене вӑр-вар, хӑвӑрт, спорт учрежденийӗсен воспитанникӗсем пек кӑтартнă.
Спартакиада итогӗсем: 1-мĕш вырăна "Журавушка" ача сачӗн, 2-мĕш вырăна "Улыбка" ача сачӗн, 3-мĕш вырăна "Умка" ача сачӗн, 4-мĕш вырăна "Дюймовочка" ача сачӗн воспитанникĕсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.