Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
15 Апрелӗн , 14:16

Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ

Пишпÿлекри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ.

Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ

Медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади республикӑн сывлӑх сыхлав сферинче ӗҫлекенсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине сӗнме кӑна мар, хӑйсем те физкультурӑпа туслă пулнине тата пуриншӗн те тӗслӗх пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Апрелӗн 13-мӗшӗнче Пишпÿлекри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче Октябрьски, Туймазы, Пелепей, Бакалă, Ермекей, Шаран тата Пишпÿлек районӗсен командисем хутшӑннипе зонӑри спартакиада иртнӗ. Командӑсен членӗсем ишевре ӑмӑртнӑ, ГТО комплексӗнчен уйрӑм нормативсем панӑ, электронлӑ хӗҫпӑшалпа пенӗ, дротик дартс мишеньне тӗл перессипе ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртусем вĕçĕнче савӑнӑҫлӑ эстафета иртнӗ.
Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Бакалăри тĕп больницан медицина ӗҫченӗсем чи лайӑххисем пулса тӑнă та 1-мĕш вырăна илнĕ. Туймазăри тĕп больница команди 2-мĕш вырӑнта. 3-мĕш вырӑна Пелепей тата Пишпÿлек районĕсенчи тĕп больницасен медикӗсем пайланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Пишпÿлекре медицина ӗҫченӗсен зонӑри спартакиади иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: