Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Июнӗн , 13:18

Путин БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ

#владимирпутин

Путин БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ
Путин БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ

#владимирпутин
БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисем культура хушшинчи диалогӑн анлӑланакан тепӗр символӗ пулса тӑрӗҫ, - тенӗ РФ Президенчӗ Владимир Путин, Хусанти ӑмӑртусене хутшӑнакансемпе хӑнасене.
"БРИКС ҫӗршывӗсен Спорт вӑййисене хутшӑнакансене тата хӑнасене Раҫҫейре саламлама хавас", - тенӗ вӑл.
Видео сăмахĕнче Путин икӗ эрнелӗх вӑйӑсем 100 государствӑран виҫӗ пин ытла атлета пӗрлештернине, кӑҫал ӑмӑрту уҫӑ форматра пӗрремӗш хут иртнине палӑртнă.
Раҫҫей лидерӗ БРИКСăн пӗтӗм тӗнчери аренӑри пĕлтерĕшĕ ӳссе пынине, ҫавӑн пекех политика хутшӑнӑвӗнчен ирӗклӗ пӗрлешӳ ҫӗршывӗсен вӑййисен илӗртӳлӗхӗ ӳснине палӑртнӑ.

Ҫак ҫыхӑнура Путин ӑмӑртусем спортӑн универсаллӑ хаклӑхӗсен ҫӗнтерӗвне кӑтартасса шаннӑ, БРИКС Вӑййисене ҫӗршывсем хушшинче политика, экономика тата гуманитари ҫыхӑнӑвӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ тенӗ.
Патшалăх Пуҫлӑхӗ ӑнӑҫлӑ стартсемпе ҫутӑ ҫӗнтерӳсен вӑййисене хутшӑнакансене, болельщиксене – ҫутӑ туйӑмсем суннă, унтан ӑмӑрту старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ.
"БРИКС ҫӗршывĕсен 2024 ҫулхи Спорт вӑййисем уçă тесе пӗлтеретӗп!"- вӗҫленӗ вӑл.
БРИКС вӑййисем Хусанта июнӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлаҫҫӗ. Ӑмӑртăва 387 комплект медаль вылятса илекен пилӗк пин спортсмен хутшӑнать.
Маларах Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярев вӑййа хутшӑнма 93 ҫӗршыв ҫирӗплетсе пани ҫинчен пӗлтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74260/photos/76760

https://radiosputnik.ru/20240612/igry-briks-1952431403.html

материалĕсем тӑрӑх.

 

Путин БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ
Путин БРИКС ҫӗршывĕсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: