Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Июлӗн , 12:22

Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пирӗн хушӑра чемпион" спортпа вӑйӑ программи иртнĕ.

Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ

Çирĕклĕри ял клубӗнче "Пирӗн хушӑра чемпион" спортпа вӑйӑ программи иртнĕ.

Малтан спортпа вӑйӑ программине ертсе пыракан ачасене ÿт-пÿ упражненийӗсемпе усӑ курни ҫинчен каласа панă, вӑйлӑ та сывӑ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарнă. Ачасем сывлӑх ҫинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илнĕ те тӗрлӗ спорт тӗсӗсем ҫинчен спорт викторинин ыйтӑвӗсене хуравланă.

Ачасем "Уйӑхпа хӗвел", "Армрестлинг", "Тӗллесе пер" вăйăсенче, "Сывлӑх" конкурса интересленсе хутшӑннă.

Спортпа вӑйӑ программи пынӑ чухне хутшӑнакансем хӑйсен пахалӑхӗсене вӑйра, ҫаврӑнӑҫулӑхра, тавҫӑрулӑхра, хӑвӑртлӑхра кӑтартнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

 

Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Çирĕклĕре спортпа вӑйӑ программи иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: