Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Августӑн , 09:28

Çамрӑксемшӗн тӗрӗс спорт тӗсӗ — кӗрешӳ

  Йăлпăлак ялӗнчи Савелий Егоров пурнӑҫӗнче спортпа туслă пулни уйрӑм вырӑн йышӑнать.

Çамрӑксемшӗн тӗрӗс спорт тӗсӗ — кӗрешӳ
Çамрӑксемшӗн тӗрӗс спорт тӗсӗ — кӗрешӳ
 
Йăлпăлак ялӗнчи Савелий Егоров пурнӑҫӗнче спортпа туслă пулни уйрӑм вырӑн йышӑнать.
Пушкӑртстанра спорт инфратытӑмне аталантарассине, спорт комплексӗсем, стадионсем тата тренажер залӗсем тӑвассине пысӑк тимлӗх уйӑраççĕ, ҫакӑ регион ҫыннисене пурне те спортпа туслашма пулӑшать. Регионта физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах 2,175 миллион ытла ҫын — 58,2% (2022 ҫулта — 56,1%) туслă.
Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ Савелий Егоров — курэш кӗрешÿ енĕпе Пушкӑртстан чемпионӗ. Каччӑ шӑпах наци кӗрешӗвне меншĕн суйласа илнине çапла ăнлантарать: пӗрремӗшĕнчен, хӑйĕншĕн, тӑванĕсемшӗн, ҫывӑх ҫыннисемшӗн тĕрек тата хÿтĕлевçĕ пулса тӑма пӗлни кирлӗ, иккӗмӗшӗнчен, ку дисциплинӑна хытатать, ҫирӗплӗх вӑйне çирĕплетет, ӳт-пӳ сывлӑхне лайӑх пулӑшать. "Пӗтӗмӗшпе илсен, спорт пирӗн ачасемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ: вӗсем ҫирӗп, вӑйлӑ, лайӑх ҫынсем пулччӑр. Кирек мӗнле ҫамрӑк ачашӑн та кӗрешӳ — тӗрӗс спорт тӗсӗ, вӑл характера пиҫӗхтерет, унӑн пахалӑхне йӗркелет», — тенӗ Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ. Кунпа килӗшмесĕр тăма йывӑр.
— Спорт маншӑн шыв пек, апат пек, тӗрӗссипе каласан, спортсăр пурӑнма пултараймастӑп эпӗ, — каласа парать спортсмен. — Ачаран-пах, пуҫламӑш классенчех, шкул чысӗшӗн тӗрлӗ ӑмӑртусенче тухса кĕрешеттĕм. Анчах икӗ ҫул каялла ҫине тӑрсах вӗренме тытӑнтӑм. Кӗрешӳри çитĕнÿсемшĕн грамотӑсемпе медальсем манӑн нумаях мар, ҫапах та ҫӗнтерӳшӗн пур ӑмӑртура та лайӑх призсемпе медальсем илнĕ. Спорт мана тантӑшсем умӗнче ҫеҫ мар, ҫитӗннисем умӗнче те авторитета ҫӗклеме пулӑшрӗ. Ҫынсем кӗрешӳ занятийӗсем çине лайӑх пӑхаҫҫӗ, туссем хӑйсен ҫакӑн пек палланӑ çынни тата тусĕ пуррипе питӗ савӑнаҫҫӗ.
Савелий çак ҫитӗнӳсемпе чарӑнса тӑрасшӑн мар. Вӑл Ильгам Ришатович Ахметшинпа тата Азамат Раязович Хабутдиновпа тренерсемпе ӗҫлет.
— Эпир ывӑла питӗ юрататпӑр, яланах пулӑшатпӑр, вăл ăмăртусене кайсан, уншӑн хумханатпӑр, — каласа парать кĕрешÿçĕ амӑшӗ Оксана Геннадьевна. — Малашне унӑн пурте ӑнӑҫлӑ пултӑр тетпӗр. Спортпа тусă пулни уншӑн пурнӑҫра пысӑк пулăшу пуласса шанатӑп.
— Спортсменсене те, спортпа киленекенсене те хисеплетӗп. Хам та спорта юрататӑп. Хускану вӑл — пурнӑҫ вӗт. Хамăр сывлӑхшӗн, хамăра формӑра пулма пулӑшать, — тет Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкул директорӗ Владислав Петров. — Шкул ачисем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса спортпа туслашни уйрӑмах савӑнтарать. Юрать-ха, пирӗн районта тӗрлӗ-тӗрлӗ спорт чемпионӗсем пур. Пирӗн шкулта ачасем опытлă ҫӗнӗ тренерсем ертсе пынипе пилӗк ҫултан кӗрешме вӗренеҫҫӗ. Пирӗн вӗренекен ачасем 5-мĕш класран пуҫласа ҫулталӑкӗпех кӗрешӳ кружокне ҫӳреҫҫӗ, унта хӗрачасем те пур. Ҫӑмӑл атлетика та лайӑх аталанать, ачасем физкультура учителӗпе Мазит Гимназетдиновпа зона ӑмӑртăвĕсенче призерсем пулса тӑчӗҫ. Кашни ҫул республикӑра 15,5 пин ытла физкультурӑпа спорт массӑллӑ мероприятисем 800 пин ытла ҫын хутшӑннипе иртни савӑнтарать. Вӗсем комплекслӑ спартакиадӑсем, фестивальсем, универсиадӑсем, отрасль праҫникӗсемпе паллӑ датӑсене хӑнӑхтарнӑ мероприятисем — Спорт декади, Хӗллехи спорт тӗсӗсен кунӗ, Раҫҫейри йӗлтӗрҫӗсен кунӗ, Олимп кунӗ, Физкультурник кунӗ, Наци кроссӗ, утмалли кун тата ытти те. Пирӗн район та ҫак спорт мероприятийӗсене яланах хутшӑнать.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Савелий Егоровӑн архивĕнчен.
 
 
 
Çамрӑксемшӗн тӗрӗс спорт тӗсӗ — кӗрешӳ
Çамрӑксемшӗн тӗрӗс спорт тӗсӗ — кӗрешӳ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: