— шанса калать Пишпÿлекри 16 ҫулти Кристина Николаева.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ физкультурӑпа спорта аталантармалли ыйтусем тăрăх канашлу ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, "физкультурăпа спорт — республикӑн патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ".
— Пушкӑрт Республикинче, ҫав шутра пирӗн районта та спорт ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарасси ҫамрӑксен сывлӑхлӑ пурнӑҫне йӗркелеме тата вӑй-хал хастарлӑхне аталантарма пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — тет Пишпÿлек ял тăрăх пуҫлӑхӗ Александр Семенов. — Республика инфратытăм тата пулӑшу программисене аталантарас тӗлӗшпе хастар ӗҫлет, кашни ачан спортпа туслашма тата хӑйӗн спорт карьеринче ҫитĕнÿсем тума май пултӑр тесе.
Пишпÿлекри "Парус" физкультура тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс ҫумӗнче ҫӑмӑл атлетика секцийӗ уҫӑлсан Кристина Нико-лаева хӑйӗн вӑйне çак спорт тӗсӗпе тӗрӗслесе пӑхма шут тытнă, ӑна çакă кӑмӑла кайнă! Хӗрача ҫав спортпа хӑйӗн пурнӑҫне ҫыхӑнтарасшӑн пулнă, унтанпа тӑватӑ ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Кунта, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем хушшинче, вӑл паян кунчченех хутшӑнать, тӗрлӗ хуласене тухса ҫӳрет, ют ҫӗршывсенче — Абхазире пулса курнӑ. Спортсменкӑн пухмачĕнче ҫӗнтерӳсемпе ҫитӗнӳсем сахал мар, вӗсен хушшинче — Мелеуз хулинчи республикӑри ӑмӑртусем, Раҫҫее суйласа илмелли, унта вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ; Кисловодскра Раҫҫей кубокӗ, 14-мĕш вырӑн (2023 ҫул); Раҫҫей Кубокӗ Кисловодскра, кросс, тӑваттӑмӗш вырӑн (2024 ҫул).
— Маншӑн спорт — пӗтӗм пурнӑҫ, ҫӗнтерӳпе ҫитӗнӳсем патне туртӑнни. Спорт мана ҫитӗнӳсемпе чарӑнса тӑмасӑр тата ытларах ҫӗнтерме, пысӑк результатсем тума пулӑшать — ÿт-пÿ пахалӑхӗсемпе кӑна мар, мораль тӗлӗшӗнчен те усӑ кÿрет. Ҫӑмӑл атлетика мана савӑнтарать, хавхалантарать, — тет ҫамрӑк спортсменка. — Ҫитменнине тата республика пулӑшӑвӗ те пур. Пирӗн спорт секцине укҫа-тенкӗ уйӑрнӑччĕ, вӗсемпе пирӗн тренер чупмалли ятарлӑ форма туянчĕ.
Пушкӑртри М. Акмулла ячĕллĕ патшалӑх педагогика университечӗн колледжĕн студенчӗ Кристина ҫӑмӑл атлетикăна юратать, вӑл дисциплинӑна çирĕплетет, ҫитӗнӳ тума пулӑшать, спортра ҫеҫ мар, ахаль пурнӑҫра та, сӑмахран, тӗрӗс апатлану, çывăрни, вӗренӳ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе пӗрремӗш тренер Петр Георгиевич Ни-колаев пулнӑ, ӑна ҫамрӑк легкоатлетка пуриншӗн те тав тӑвать.
— Петр Георгиевич мана воспитани пачĕ, йывӑр самантсенче алла усмасса хăнăхтарчĕ, мӗн те пулин пулмасан, алӑсене усмасса вӗрентнӗ, — каласа парать Кристина. — Кӑҫал манӑн çăмăл атлетика тренерӗ Лиана Камильевна Габдуллина пулса тӑчӗ, вӑл мана пулӑшать, кӑҫал кӗркунне иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсене хатӗрлет. Хӑюллӑнах калама пултаратӑп: вӑл манӑн иккӗмӗш анне! Атте-аннепе тантӑшсене питӗ тав тӑватӑп, вӗсем мана ҫӗнтерме хавхалантараҫҫӗ. Маншӑн, тен, ытти спортсменсенни пекех, чи йывӑрри — ăмăртура çĕнтерейменни. Анчах ун пек чухне манӑн тата вӑйлӑрах пулас, тепрехинче ҫӗнтерес ӗмӗт ҫуралать.
Галина ВАРИКОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Кристина Николаеван хӑйӗн архивӗнчен.
Кристина Николаеван — ылтӑн!