#владимирпутин
Путин: РФ спорт инфратытӑмне йӗркелессине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Физкультурник кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫӗршывра хальхи тата юрӑхлӑ спорт инфратытӑмне йӗркелессине пысӑк тимлӗх уйӑрни ҫинчен пӗлтернӗ. Текста шӑматкун, августӑн 10-мӗшӗнче, Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"Пур регионта та ҫӗнӗ стадионсемпе ишмелли бассейнсем, тренировка тата сывлӑх центрӗсем, пӑр керменӗсем уҫӑлаҫҫӗ, шкулсенче, ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗсенче тата аслӑ шкулсенче физкультура вӗрентӗвӗн пахалӑхӗ ӳссе пырать", — тенӗ публикацире.
Кунсӑр пуҫне Путин Раҫҫей "физкультура юхӑмӗн ҫирӗп, ҫӗнтерӳллӗ традицийӗсемпе" чапа тухнине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, шӑпах спорт характера пиҫӗхтерет, активлӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарать, ҫавӑн пекех палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшать.
https://iz.ru/1740807/2024-08-10/putin-ukazal-na-razvitie-sportivnoi-infrastruktury-v-rossii