Пишпÿлекри Екатерина Меркулова сакӑр ҫултан пуҫласа спортра хӑйӗн вырăнне шырама пуҫланӑ.
Пишпÿлек районӗнче ҫамрӑк спортсменсем тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, республикӑри, федераци ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Районти ҫамрӑксен хушшинче паллӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри армрестлинг шутланать. Ҫак спорта асӑнсан ҫынсен тӑваткал хулпуҫҫиллӗ пысӑк кӗрешӳçĕ сӑнарӗ куç умне тухса тӑрать. Анчах Пишпÿлекри "Батыр" атлет-клуб воспитанникĕсем ҫак сӑнара тӗппипех аркатма пултараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Екатерина Меркулова. Хӗр шкултан вӗренсе тухать кӑна, анчах ӑмӑртусенче хӑрах алӑпа ӑмӑртакансене сахал мар çĕнтернĕ.
Ҫамрӑк спортсменка сакӑр ҫултанпах спортра хӑйӗн пултарулӑхне шырама пуҫланӑ. Ташӑсем, дайвинг, ишев, хоккей, волейбол, виндсерфинг. Ку вӑл Катя ача чухне мӗн-мӗн тунин пӗчӗк хисепĕ кӑна. Ашшӗне пула 12 ҫулта хӗр пӗрремӗш хут армрестлингпа паллашнӑ.
— Пӗррехинче атте манран армрестлингра хамӑн вӑя тӗрӗслесе пӑхас килмест-и, тесе ыйтрӗ. Ку таранччен мана спорт енӗпе ÿкернĕ ӑмӑртусенчи видеосем нумай тӗл пулчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ вӗренме пуҫлассине хирӗҫлемерӗм. Ҫав кунах эпир "Батыр" атлет-клуба кайрӑмӑр. Унта эпӗ Татьяна Михайловна Онановапа Гоча Константинович Онанашвилине тӗл пултӑм, вӗсем манӑн тренерсемпе наставниксем пулса тӑчӗҫ. Вӗсене пула ҫак спорт тӗсне юратса пӑрахрăм. 2019 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа армрестлингпа аппаланатăп, - каласа парать Екатерина.
Паллах, ӳт-пӳ вӑйӗнчен нумай килет, анчах пурте мар. Спортсменка каланӑ тӑрӑх, армрестлинг ҫӑлтӑрӗ пулма мышцӑсен купи пачах та кирлӗ мар. Пурне те техника татса парать, сӗтел хушшинче тӗрӗс стойка тума пĕлмелле. Ҫӗнӗ спорт вӑййи Екатеринӑшӑн питӗ ӑнӑҫлӑ пулнă. Халӗ ӗнтӗ вӑл армрестлингри пысӑк ҫитӗнӳсемпе мухтанма пултарать. Ҫамрӑк спортсменка Пишпӳлек районӗн нумай хут чемпионӗ, Пушкӑрт Республикин Первенствисен призерӗ, ҫавӑн пекех федерацин Атӑлҫи округӗн нумай хутчен призерӗ пулса тӑрать.
Хӗр хӑйӗн пурнӑҫне армрестлинг лайӑх еннелле ҫеҫ улӑштарни ҫинчен каласа парать.
— Спорта пула нумай чаплӑ ҫынсемпе паллашма, туслашма, Раҫҫейӗн аслӑ хулисене ҫитсе курма пултартӑм. Ҫавӑн пекех эпӗ спорт енӗпе хама шанма пуҫларӑм, - палӑртать Екатерина.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Екатерина Меркулован архивӗнчен.
Радий Хабиров: "Физкультурӑпа спорт ыйтӑвӗсене эпир ҫӳллӗ шайра сӳтсе явни пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна пиншер тренер, ҫӗршер пин ача курать. Эпир хамӑр обществӑна физкультурăпа спорт — республикӑри патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ пулнине питӗ лайӑх пĕлетпĕр".