Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
27 Августӑн , 10:22

Ҫӗнтерме вӗрентет

Лев Агеев ача-пӑча тренерӗ часах пулман, малтан тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе активлӑ занятисем ирттернӗ.

Ҫӗнтерме вӗрентет
Ҫӗнтерме вӗрентет

Лев Агеев ача-пӑча тренерӗ часах пулман, малтан тӗрлӗ спорт тӗсӗсемпе активлӑ занятисем ирттернӗ.

Пушкӑрт Республикинче ялсемпе пысӑках мар хуласенчи пулас чемпионсене вӗрентме палӑртакан ҫамрӑк спорт тренерӗсем пӗр хутчен пӗр миллион тенкӗ тӳлев илме пултараҫҫӗ. Ҫакна тума республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнипе 2020 ҫулта "Ял тренерӗ" программа йӗркеленӗ.

Çавăн пек проекта Раҫҫейĕпе Пушкӑртра чи малтан ӗҫе кӗртнӗ, паян кунчченех ӑна чи лайӑх практикӑсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Тӳлевсем ҫурт-йӗр тума, ҫӗр лаптӑкӗ е машина туянма, ҫавӑн пекех ипотекӑна тÿлесе татма тата вӗренме каяҫҫӗ. Чи кирли — специалистӑн ял тӑрӑхӗнче пилӗк ҫул ӗҫлемелле.

Пирӗн районта чи малтан ҫак гранта "Парус" спорт шкулӗн директорӗ тата ача-пӑча тренерӗ ишев-инструкторӗ Лев Агеев илнӗ. Унпа тренер ӗҫӗ ҫинчен калаҫатпӑр.

— Лев Олегович, мӗн хистерӗ сире спорт ӗҫченĕ пулма?

— Ку пирӗн ҫемьере пуçланнă, мӗншӗн тесен ман атте Олег Александрович, Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухсан, Ситекпуçĕнчи шкулта физкультура вĕрентессине хӗрӗх ҫул ытла халалланӑ, вӑл Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ. Шӑп та шай тӑван шкул стенисенче унӑн ученикĕсемпе тата воспитанникӗсемпе пӗрле пĕр команда пулса Пушкӑрт наци кӗрешӗвӗнче курэш секцийӗсенче, тӗрлӗ ӑмӑртусенче пысăк çитĕнÿсем тунă. Эпир республикӑри юниорсем хушшинче темиҫе хутчен те чемпионсем пулса тӑтӑмӑр. Унтан эпӗ педагогика колледжне вĕренме кӗтӗм те атте çулĕпе шанчӑклӑ утрӑм.

— Наци кӗрешӗвӗсӗр пуҫне эсир мӗнле спорт тӗсĕсемпе интересленнӗ?

— Педколледжа кӗрсен, ҫине тӑрсах тухӑҫ кӗрешĕвĕсемпе ӗҫлеме пуҫларăм. Тӗпрен илсен, ку кикбоксинг пулчĕ. Аттен пиçĕхÿлӗхӗ: ялан ҫӗнтерӳччен кĕрешмелле тени пулăшрĕ, нумай вӑхӑт иртмерӗ, спорт енӗпе хӑйӗн результачӗсене пама пуҫларӗ. 2014 ҫулта эпӗ федерацин Атӑлҫи округӗн Чемпионачӗн бронза призерӗ пулса тӑтӑм. Унтан ҫӑмӑл атлетикӑпа — кросспа чупассипе интересленме пуçларăм. Ку ӗнтӗ тӳсӗмлӗхе тĕрĕслекен, халтан яракан марафонла чупусем пулчĕç. Республика ӑмӑртӑвӗсенче те призер пулса тӑтăм. Тренировкӑсемпе параллельлӗ вӗренӗве малалла тӑсрăм, спорт аслӑ пӗлӗвӗ илтĕм. Анчах тренировкӑсенче вӑйлӑ ӗҫленипе чӗре ыратма пуҫларӗ. Врачсем мана спорт тӗсне улӑштарма, квалификацие ишевпе улăштарма сӗнчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ каллех ӗлӗкхи ÿт-пÿ формине таврăнтăм. Ишевпе район чемпионӗ темиҫе хут та пулнӑ. Республикӑри ӑмӑртусенче те пулнă. Манӑн халĕ ишеçĕн çÿллĕ разрячĕ пур.

— Ачасемпе ĕçленĕ çĕрте ишессинче чи кирли мӗн?

— Кирек мӗнле ҫын та ишме вӗренме пултарать. Шыв вӑл — ҫыншӑн тӑван стихия. Ҫапах та маншӑн ишев — спорт. Кирек мӗнле спортра та характер, хăвна ху дисциплини тата ҫӗнтерÿ патне ăнтăлма ҫирӗп кӑмӑл кирлӗ. 2018 ҫултанпа эпӗ "Парус" спорт комплексӗн бассейнӗнче ачасене шывра пулӑ пек туйма, ҫӗнтерме вӗрентетӗп. 2022 ҫултанпа мана спорт шкулӗн директорӗн должноҫне шанса пачӗҫ. Хальлӗхе опыт пухатӑп. Спорт шкулта ишес ӗҫе тӗрлӗ ҫулсенчи 60 ача хутшӑнать. Ман ушкӑнра 2010-2012 ҫулсенче çуралнă ачасем. Вӗсенчен вуннăшĕн ытла спорт разрячӗсем пур. Эпир тӑтӑшах ӑмӑртӑва тухатпӑр: Альшей, Пелепей, Ермекей районӗсенчи уҫӑ первенствăсене, Уфара республика чемпионачӗсене хутшӑнтӑмӑр. 12 ишекенĕн çамрӑксен разрячĕ пур: Сабина Никитина, Инесса Павлова, Сабина Яхина, Полина Данилова, Варвара Атаманова, Валерия Николаева, Геннадий Авакумов, Степан Данилов тата ыттисем те.

— Грант илнӗ укҫана мӗн тума тӑкакларăр?

— Чи малтан, районпа республика ертӳҫисене тавтапуҫ. Кун пек пулӑшу ял ҫӗрӗнче ӗҫлекен тренерсене питӗ кирлӗ. Манӑн хулана каяс шухӑш пурччӗ вӗт. Анчах малтан шанчӑк уҫӑлнӑ ҫӗнӗ "Парус" спорт шкулĕ, унтан спортӑн юратнӑ тĕсĕ парнелерӗ. Тата грант илтĕм. Ку мана савӑнтарчӗ. Манӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗн парнисем, ПР Спортпа ҫамрӑксен политикин министерствин дипломӗсемпе грамотисем те пур. Грант малалла ӗҫлеме лайӑх хавхалану пулса тӑчӗ. Укҫи вара кирпӗчрен икӗ хутлӑ ҫурт тума тата автомобиль туянма кайрĕ.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Ҫӗнтерме вӗрентет
Ҫӗнтерме вӗрентет
Ҫӗнтерме вӗрентет
Сергей Игоревич ТАЙМАСОВ, Пишпÿлек районӗн администрацийӗн ҫамрӑксен политикин тата спорт секторӗн заведующийӗ: — Пушкӑртстанра "Земство тухтӑрĕ", "Земство учителĕ", "Ял тренерӗ", "Земство культура работникӗ" федераципе рес-публика программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ял ӗҫченӗсене пулӑшнипе ҫамрӑк специалистсен тӑван ялсенче ӗҫлеме тата юратнӑ ӗҫе тума хавхалану ҫуралать. Программа питӗ кирлӗ. "Кашни ҫул 100 тренер таран пулӑшса пыратпӑр", — тенӗ Радий Хабиров. "Ял тренерӗ" программа кирек мӗнле ачашӑн та спортри пысӑк ҫитӗнӳсен тӗнчине кĕрес шанăç кӑна мар, хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме те май парать. Ашшӗ-амӑшӗшӗн ҫакӑ урам сиенлӗ витӗм кӳнинчен пăрса ярать тата шкулти физкультура урокӗсем ҫине ҫӗнӗлле пӑхма май парать.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: