Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
11 Сентябрӗн , 12:46

Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет

"Парус" спорт шкулӗнчи волейболистсем Дарья Газизуллина тренер ертсе пынипе хӑйсен чи лайӑх вӑййине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет
Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет

"Пирӗн тӗллев — физкультурӑпа спорт патне май килнӗ таран нумайрах ҫынна илсе пырасси".

(Радий Хабиров физкультурӑпа спорт аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе Канаш ларӑвӗнче тухса каланинчен, 2022 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗ).

 

"Парус" спорт шкулӗнчи волейболистсем Дарья Газизуллина тренер ертсе пынипе хӑйсен чи лайӑх вӑййине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Пишпÿлек районӗнче волейбол — спортӑн чи юратнӑ тӗсӗсенчен пӗри. Волейболла ачасем те, ҫитӗннисем те — ял поселенийӗсенче пурӑнакансем те хаваслансах выляҫҫӗ. "Парус" спорт шкулĕ тахҫанах ҫак спорт патне туртӑнакансен йăви пулса тӑнӑ. Кунта районти командăсем тренировка тӑваҫҫӗ, спорт шкулӗнче час-часах волейболла ӑмӑртусем иртеҫҫӗ.

"Парус" спорт шкулӗн волейбол тренерӗ Дарья Алексеевна Газизуллина — хӑйӗн ӗҫӗн чӑн-чӑн профессионалӗ. Вӑл вӑйӑ техникине ҫеҫ мар, ачасене командăра ĕçлеме вӗрентет. Вӑл тӑрӑшнине пула ҫамрӑк спортсменсем чылай ҫитӗнӳсем тунă.

— Эпӗ ҫичӗ ҫул физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ӗҫлетӗп, ҫав вӑхӑтра икӗ команда, хĕрачасен пӗр тата арҫын ачасен пӗр командисем йĕркеленчĕç. Хальхи вӑхӑтра хӗрачасен "Юность" командипе "Темп" арçын ачасен команди тренировка тӑваҫҫӗ. Арçын ачасен команди йĕркеленни ҫулталӑк ҫеҫ пулать, районта вӗсен результачӗсем лайӑх! Хӗрачасем те кая юлмаҫҫӗ, вӗсен те районти пӗрремӗш, иккӗмӗш вырӑнсене илеççĕ. Тренировкӑсем питӗ тулӑх иртеҫҫӗ. Эпӗ ачасемпе пӗр хум ҫинче. Вӗсем мана ӑнланаҫҫӗ, эпӗ ӑнланатӑп вӗсене. Тренировкӑна ачасем патне ашшӗ-амӑшӗсем те пыраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене тренировкӑсенче шеллемеççĕ, туллии хăватран ĕçлеççĕ, икӗ сехет сисӗнмесӗрех вӗҫсе каять, — тет Дарья Алексеевна.

Тренер каланӑ тӑрӑх, волейболта тренировкӑсем те уйрӑмах тимлӗ. Волейбол командисем тренажер залĕнче вӗренеҫҫӗ.

Волейбол — спортӑн команда тӗсӗ, ӑмӑртусене хутшӑннин кӑтартӑвӗ команда членӗсен коллективлӑ вӑййин итогӗ. Активлă тренировкăсем спортсменсемшӗн ахаль иртмеҫҫӗ. Волейболистсем районти нумай ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳҫĕсем пулса тӑнӑ, вӗсем кашни хутӗнчех уҫҫӑн та пĕрле пӗтӗҫсе вылянине кӑтартса панӑ. Вӑйӑ вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳ патне туртӑнни вӗсене коллективлӑ ӗҫе хӑнӑхтарать, юлташлӑх туйӑмне ӳстерет.

"Парус" спорт шкулӗн воспитанникӗсем нумай ӑмӑртӑва тата турнирсене хутшӑнаҫҫӗ, кашнинчех вӗсем хӑйсен чи лайӑх вӑййине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ан тив, вӗсем яланах пӗрремӗш вырӑн илмесен те, чи кирли — ҫитӗнӳсенче чарӑнса тӑманни, малалла активлӑ вӗренни, малалла ҫеҫ кайма тӑрӑшни.

Неля САБАХОВА.

 

Пушкӑрт Республикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарасси ҫамрӑксен сывлӑхлӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелессинче тата ӳт-пӳ хастарлӑхне аталантарассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку вӑл вӑй-хал аталанӑвӗ кӑна мар, ачасен тата çамрăксен лидер пахалӑхӗсене, дисциплинӑна тата командăпа ĕçлессине йӗркелесси те пулать.

 

Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет
Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет
Ачасене командăпа ĕçлеме вӗрентет
Сергей Игоревич ТАЙМАСОВ, Пишпÿлек район администрацийӗн ҫамрӑксен политикин тата спорт секторӗн заведующийӗ: — Районта волейбол спортӑн чи массӑллӑ тӗсӗсенчен пӗри. Ҫулталӑк хушшинче районта тӗрлӗ шайри — муниципалитет, районсем хушшинчи тата республика шайӗнчи волейбол енӗпе 30 ытла ӑмӑрту иртет. Тӗслӗхрен, пирӗн арҫынсен волейболла вылямалли пухнă команди кӑҫал Пушкӑрт Республикинчи ял финал спорт вӑййисене республикӑн 16 вӑйлӑ команди хушшинче хутшӑнчĕ. Волейбол динамикӑллӑ, командӑллӑ тата "ӑслӑ" вӑйӑ, ҫавӑнпа та унта ачасемпе ҫитӗннисем ытларах та ытларах хутшăнаççĕ.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: