Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
18 Сентябрӗн , 10:14

Воспитанниксене чӗрипе чунне парать

Волейбол командисен тренерӗ Дарья Алексеевна Газизуллина "Ял тренерӗ" программӑна хутшӑнакансенчен пӗри пулса тӑнă.

Воспитанниксене чӗрипе чунне парать
Воспитанниксене чӗрипе чунне парать

Пушкӑртстанра районсенче спорта аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кунта спортсменсемпе тренерсене пулӑшмалли пысӑк система йӗркеленӗ. Сӑмахран, "Ял тренерӗ" программăна Радий Хабиров пуҫарнипе Пушкӑрт Республикинче пуçласа ӗҫе кӗртнӗ. Ку программӑна ял районӗсенче ӗҫлекен спорт енӗпе ӗҫлекен специалистсене пулӑшма янӑ. "Тренер пиртен ҫирӗп те ҫивӗч спортсменсене кăна тумасть. Вӑл хӑйӗн вӗренекенĕсенче чӗрепе чунне туптакан, пиртен чӑн-чӑн ҫынсене воспитани паракан ҫын", — тет Радий Хабиров.

Ҫак программӑна Пишпÿлек районĕнчен хутшӑнакансенчен пӗри — волейбол тренерӗ Дарья Алексеевна Газизуллина пулса тӑнă. Вӑл Пелепей хулинче çуралнă, Приютовăри 7-мĕш шкултан вӗренсе тухнӑ. Дарья каланӑ тӑрӑх, спорта вӑл ачаранпах юратса пӑрахнӑ.

— Пирӗн тренер Виктор Анатольевич Алексеева пула волейболла вылясси шкулта чухнех палӑрчӗ. Вӑл канаш панипе эпӗ Стерлитамак хулинчи физкультурӑпа спорт колледжне вĕренме кӗтӗм, — каласа парать ҫамрӑк тренер.

Дарья хăйĕн мăшăрне Пишпÿлекре тупнă. Мӑшӑрӗпе калаҫса татӑлса çакăнта юлма шут тытнă.

— "Парус" спорт шкулӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлетӗп, хамӑн профессие юрататӑп, унпа хавхаланатӑп. Мӗншӗн районта юлас терӗмӗр, мӗншӗн тесен вӑл чи илемли. Пишпÿлек аталанни килӗшет, район пуҫлӑхӗ вара ҫамрӑксене аталантарма тата явӑҫтарма пурне те тума тӑрӑшать, — палӑртать Дарья.

2021 ҫулта Дарья Алексеевна "Ял тренерӗ" программӑна хутшӑннӑ, 600 пин тенкӗ виҫепе грант илнӗ. Ку укҫана Дарья мӑшӑрӗпе пӗрле хӑйсен ҫуртне тума янă.

— Ку пулӑшу нихҫанхинчен те вырӑнлӑ пулчӗ. Юрать-ха, пирӗн республикӑра ҫамрӑк тренерсене ҫакӑн пек пысӑк пулӑшу илме май пур. Асӑннӑ программа ҫамрӑк специалистсене кирлӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӑл майсем нумай парать, — малалла калать ҫамрӑк тренер.

Хальхи вӑхӑтра спорт шкулӗнче Дарья Алексеевна хӗрачасен "Юность" командипе арçын ачасен "Темп" командине ертсе пырать. Ҫамрӑк тренер хӑйӗн ӗҫӗн чӑн-чӑн профессионалӗ, унӑн воспитанникӗсем пултаруллӑ, халӗ вӗсем ӑмӑртусенче малти вырăнсем илеççĕ. Дарья тӑрӑшнипе ҫамрӑк спортсменсем сахал мар ҫитӗнӳсем тунă.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров районсенче спорт пурнӑҫӗн аталанӑвне республикӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ тенĕ. "Ял тренерӗ" программа малалла ӗҫлет, палӑртнӑ вӑл, хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пырать. Аса илтеретпӗр, "Ял тренерĕ" проект 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать. Пушкӑртстан опытне Раҫҫейри 20 регионтан ытла йышӑннӑ. Ҫак проекта пурнӑҫлама Пушкӑрт Республикин бюджетӗнчен ҫулсерен 60 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Дарья Газизуллинан архивӗнчен.

 

 

Сергей Игоревич ТАЙМАСОВ, Пишпÿлек район администрацин ҫамрӑксен политикин тата спорт секторӗн заведующийӗ:

— Пирӗн районта волейбол чи юратнă спорт тӗсӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн ҫамрӑк спортсменсен команди тӗрлӗ турнирсемпе ӑмӑртусенче малти вырӑнсем йышӑнни савӑнтарать. Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене хӑйсен спорт пултарулӑхне кӑтартма, ӑмӑрту опытне тата малалла аталанма сӑлтав тупма май параҫҫӗ.

"Парус" спорт шкулӗн тренерӗсене спортсменсене пулӑшас тата спорт аталантарас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав тӑвас килет.

 

Воспитанниксене чӗрипе чунне парать
Воспитанниксене чӗрипе чунне парать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: