Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
11 Октябрӗн , 16:40

Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет

Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн вӗренекенĕсен Республика кунне халалланӑ пӗрремӗш Спартакиади пулнӑ.

Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалĕн вӗренекенĕсен Республика кунне халалланӑ пӗрремӗш Спартакиади пулнӑ.
"Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ, чӑнах та спорта юратакан ҫын, ҫапла шутлатӑп: ку пирӗн пурнӑҫа лайӑх еннелле тӳрлетме, ҫамрӑксене чӑн-чӑн ҫул ҫине тухма ӑс пама, мӗнле пурӑнмаллине кӑтартса пама пултаракан нумай мар пулӑмсенчен пӗри. Спорт вĕт ӳт-пӗве кӑна мар, характера та ӳстерет, ҫыннӑн пӗлтерӗшне палӑртать. Ҫавӑнпа эпир спорт ҫине питӗ тимлӗ пӑхатпӑр".
(Ермекей ялӗнчи бассейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх çĕнĕ комплексне уҫмалли церемонинче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тухса каланинчен).
Пӗр эрне маларах "Парус" физкультурӑпа сывлӑх комплексӗн анлӑ залӗнче ял поселенийӗсенчи ветерансен ҫулленхи спорт фестивальне ирттернӗ. Халӗ вӗсен эстафетине Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗн вӗренекенĕсем тивӗҫлипе малалла тӑсма, ҫак вӗренӳ учрежденийӗн историйӗнче чи пĕрремĕш спартакиадӑна йӗркелесе, массӑллӑ тата хальлӗхе чи малтанхи Спартакиада тума йышӑннă. Вӗсем ӳт-пӳ илемне, вӑй-халне, пӳске тӗп-тӗрӗс ывӑтнине, вӑр-вар ишме пӗлнине пурне те уҫҫӑнах кӑтартса панă. Кунта колледж ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ, ҫав вӑхӑтрах ГТО спорт комплексӗн нормативне те пурте панă, ҫамрӑксем те, хӗрсем те. Спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнакансен пӗтӗмӗшле йышӗ колледж производство вӗрентӗвӗн ӑстисемпе пӗрле ҫӗр ҫирӗм ҫын ытла пулнă.
Спартакиада РФ тата ПР Патшалӑх Гимнӗсен кӗввисемпе уҫӑлнă. Ҫамрӑксене саламлӑ сӑмах район администрацийӗнчи ҫамрӑксен политики тата спорт секторӗн заведующийӗ Сергей Таймасов тухса каланă. Сергей Игоревич ҫакна палӑртнă: кун пек спорт мероприятийӗсем ҫутҫанталӑкри турслетсем вӑхӑтӗнче унччен те иртнӗ. Анчах паян ҫак ӑмӑртӑва Спартакиадӑн официаллӑ статусӗ тума йышӑннă. Халӗ вӑл ҫулсеренех иртĕ. Ӑмӑртусен тӗп судьи пулнӑ май, вӑл ӑмӑртусен программипе паллаштарнă. Ку пӗр вырӑнтан вăрăмăшне сикни, кӗлеткепе малалла тайӑлни, кӗлеткене вӑхӑтпа урайĕнчен çĕклени, баскетбол мечӗкне карҫинккана пӑрахни тата ишни пулать. Судьясен бригади ҫамрӑксен "Вектор" центрӗнче тата "Парус" ФОК ӗҫлекенĕсенчен тӑчĕ. Вӗсем пурне те пилӗк командӑна пайларӗҫ.
Спорт шкулĕн ҫутӑ спорт залӗнче тата илемлӗ бассейнра икӗ сехетлӗхе спорт хӗрӳлӗхӗн, ҫамрӑксен вӑй-хӑвачӗпе пултарулӑхӗн атмосфери пуҫланнă. Лайӑх йӗркеленӗ ӑмӑртусем позитивлӑ нотӑпа иртнĕ. Спартакиадӑна хутшӑнакансене ҫамрӑксен "Вектор" центрӗ "Мир вкуса" каферен илсе килнĕ тӳлевсӗр вӗри апат ҫитернӗ. Пӗтӗмлетӳсем тунӑ хыҫҫӑн чи лайӑх результатсене, команда-призерсене пӗлтернĕ. Пӗрремӗш вырӑна "Электромонтерсем" команда йышӑннӑ, иккӗмӗшне — "Техник-поварсем", виҫҫӗмӗшне — "Механиксем". Организаторсем пурне те дипломсем панă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.
 
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Спорт пурин хулпуҫҫисене те тӳрлет
Сергей Игоревич ТАЙМАСОВ, Пишпÿлек район администрацинчи ҫамрӑксен политикин тата спорт секторӗн заведующийӗ: — Кун пек Спартакиадӑсем пирӗн пысӑк коллективсем хушшинче ирттерни ҫӗнӗлĕх мар. Районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисен ӑмӑртӑвне кăна илер. Ҫапла, шкул ачисен спартакиадисем ҫулсеренех тӗрлӗ ӑмӑртусемпе иртеҫҫӗ. Вӗсем вунӑ тӗслӗ. Вӗренӳпе наука ӗҫченӗсен профсоюзӑн районти комитечӗ те ҫулсерен хӑйӗн работникӗсем хушшинче спартакиадӑна активлӑ ирттерет. Пишпÿлек районӗнчи Раҫҫей МВД пайӗн ӗҫченӗсен те Спартакиада пур. Совет иртнӗ пурнӑҫне аса илсен, агропромышленноҫ комплексӗнче ӗҫлекенсем хушшинче те Спартакиада ирттернӗ. Аслӑ ӑру "Урожай" ДСОна астӑвать пулӗ-ха. Халӑхра каланӑ пек, мĕнпур ҫӗнни — тахҫанах маннӑ кивви. Пирӗн ҫав маннӑ кивӗ ырă йăласене каялла тавӑрма хӑтланса пӑхас пулать. Ҫакӑн валли районта вӑй-хӑват пур.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: