Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
СПОРТ
17 Октябрӗн 2024, 12:20

Спортсменсем район чысне хӳтӗлӗҫ

Армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионатне тата Первенствине хатӗрленӳ иртнӗ.

Спортсменсем район чысне хӳтӗлӗҫ
Спортсменсем район чысне хӳтӗлӗҫ
 
Армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионатне тата Первенствине хатӗрленӳ иртнӗ.
Пушкӑрт Республикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарасси ҫамрӑксенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине йӗркелес тата ӳт-пӳ хастарлӑхне аталантарассишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Октябрӗн 12-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Батыр" атлет-клубра Пушкӑрт Республикин чемпионатне тата Первенствине хатӗрленнӗ шайра армрестлингпа ӑмӑрту иртнӗ. Ӑмӑртусем ҫамрӑксем хушшинче (2010 — 2011 ҫулсенче çуралнисем), юниорсем (2007 — 2009 ҫулсенче çуралнисем), аслӑ юниорсем (2004 — 2006 ҫулсенче çуралнисем) иртнӗ. Спортсменсем хӑйсен вӑйне тата ҫӗнтерӗве ҫирӗплетсе пама тӑрӑшнӑ. Кӗрешӳре ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ, вӗсене медальсемпе тата грамотӑсемпе наградӑланӑ.
— Ӑмӑртура армрестлинг енĕпе ПР Чемпионатне тата Первенствине суйлав пулнă. 24 спортсмен, пӗрремӗш тата иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑскерсем, пирӗн район чысне хӳтӗлеме кайӗҫ. Хӑйсен виçе категорийӗсенче Стас Никитин, Артем Иванов, Виталий Семенов, Владислав Емельянов, Арсений Петров, Васил Камаев, Руслан Николаев, Руслан Исмаилов, Виталий Сафиуллин, Вильдан Файзулин, Азамат Ахметшин, Максим Егоров, Стефан Данилов, Влад Степанов, Евгений Макаров, Лиана Газизьянова, Арина Нигметзянова, Екатерина Меркулова мала тухнă, — каласа парать армрестлинг енӗпе вӗрентекен тренер-преподаватель Татьяна Михайловна Онанова.
Октябрӗн 26-мӗшӗнче ачасен Пушкӑртстан Республикин Первенствинче район чысне хӳтӗлемелле. Ҫавӑн пекех ҫак ӑмӑртусем федерацин Атӑлҫи округӗн Первенствине суйлав пулать. Спортсменсемпе тренерсене ӑнӑҫу тата çĕнтерÿ сунатпӑр.
Неля САБАХОВА.
Сăнӳкерчӗкĕ: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕн ВК сетьри страницинчен.
 
"Физкультурӑпа спорт ыйтӑвӗсене ҫӳллӗ шайра сӳтсе явни пысăк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна пиншер тренер, ҫӗршер пин ача курать. Эпир хамӑр обществӑна физкультурăпа спорт — республикӑри патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ пулнине питӗ лайӑх сигнал паратпӑр", - палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
 
Спортсменсем район чысне хӳтӗлӗҫ
Спортсменсем район чысне хӳтӗлӗҫ
Сергей Игоревич ТАЙМАСОВ, Пишпÿлек район администрацийӗн ҫамрӑксен политики тата спорт тĕлĕшпе ĕçлекен сектор заведующийӗ: — Армрестлинг пирӗн районта чи паллӑ та юратнӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри, пирӗн спортсменсем республикӑра та лайӑх шутра. Вӗсем кашнинчех малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Пирӗн ачасем республикӑра та, Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсенче те ҫитӗнӳсем турӗҫ. Пирӗн районти армрестлингистсен республикӑри команда ҫӗнтерӗвӗсенче "Парус" спорт шкулӗн воспитанникӗсемпе тренер-преподавателӗсен спорт тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем пур.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: