Çутă çул
-10 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
25 Октябрӗн 2024, 10:42

Ачасене хӑйсен вӑйне уҫса пама пулӑшать

  Ирина Павлова тренер тăрăшнипе ишме пĕлмен ачасем шыв ҫинче тытӑнса тӑма кӑна мар, ишев техникисене те вӗренсе ҫитнӗ.

Ачасене хӑйсен вӑйне уҫса пама пулӑшать
Ачасене хӑйсен вӑйне уҫса пама пулӑшать
 
Ирина Павлова тренер тăрăшнипе ишме пĕлмен ачасем шыв ҫинче тытӑнса тӑма кӑна мар, ишев техникисене те вӗренсе ҫитнӗ.
"Ял тренерĕ" программӑна Пушкӑрт Республикинче пӗрремӗш хут Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнипе туса хатӗрленӗ тата ӗҫе кӗртнӗ. Вӑл ялти халӑх пурӑнакан вырӑнсенчен пиншер ачана вӗренӳ специалисчӗсем ертсе пынипе физкультурӑпа тата спортпа туслашма май пачӗ.
Районта асăннă программăн лайӑх енӗсемпе тӑватӑ специалист усӑ курнӑ. Вӗсем хушшинче Дарья Газизуллина, Лев Агеев, Георгий Онанов тата Ирина Павлова. Программӑна пула тренерсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума, автотранспорт хатӗрӗсем туянма финанс пулӑшӑвӗ илнӗ тата ытти те.
Ишев тренерӗ Ирина Анатольевна Павлова Давлекан хулинчен района килнӗ. Вăл 1970 ҫулта ҫар ҫыннисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Спорта юратма ачаранах ашшӗ-амӑшӗ ăшне хывтарнӑ. Ирина Анатольевна аса илнӗ тӑрӑх, ҫемьере канмалли кунсенче хӗлле вӗсем йӗлтӗрпе, конькипе ярӑнма тухнӑ, ҫулла турист похочĕсене ҫӳренӗ. Шкул ҫулӗсенче кӗске тата вӑрӑм дистанцисене чупассине, йӗлтӗр спортне хастар хутшӑннӑ. Районсем хушшинчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, малти вырӑнсем йышӑннӑ. М. Акмулла ячĕллĕ БГПУра "Физкультура педагогӗ" специальноҫ факультетне пӗтернӗ. Хӑйӗн ӗҫне тăван Давлекан хулинче малтан ишмелли бассейн инструкторӗ, унтан тренажер залӗн инструкторӗ, воспитани енӗпе ӗҫлекен директор заместителӗ, ҫавӑн пекех сывлӑха ҫирӗплетмелли çуллахи кампание хастар хутшӑннӑ, ҫуллен хула тулашӗнчи ача-пӑча лагерӗнче ӗҫленӗ.
2022 ҫулта Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулне ертсе пыракан аслӑ инструктор-методист, ишев енӗпе вӗрентекен тренер-преподаватель пулма чӗннӗ.
— "Ял тренерӗ" программӑпа 2023 ҫултанпа спорт шкулӗнче ӗҫлетӗп. Манӑн тӗп специализаци — ултӑ — 15 ҫулти ачасемпе ҫамрӑксене ишме вӗрентесси, ишекен-разрядниксене тренировкӑпа техника тӗлӗшӗнчен хатӗрлесси, ачасемпе тата ҫитӗннисемпе пӗрле ӗҫлесси. Ушкӑнра 22 вӗренекен вӗренет. Ачасем шкулпа районти ӑмӑртусене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пур. Кӑҫал Максим Таймасовпа Искандер Шайхутдинов ҫамрӑксен виҫҫӗмӗш разряд нормативне пурнӑҫларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачасене ултӑ ҫултан ишме илсе килеҫҫӗ, - каласа парать тренер.
Тренера пула ишме пĕлмен ачасем шыв ҫинче тытӑнса тӑма ҫеҫ мар, ишев техникисене те вӗренсе ҫитнӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ача-пӑча талантсене аталантарас тата пулӑшас ӗҫе халалланӑ, вӗсене хӑйӗн вӑй-хӑватне уҫса спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшать.
— Малтанхи тапхӑрта пулас нагрузкӑсемпе вӑйлатнӑ тренировкӑсем валли никĕс хатӗрлемелле. Ҫунас хӑрушлӑх пулма пултарать. Ҫак самантра тренер ачана тытса чармалла. Кирлӗ сӑмахсем тупмалла та спортра вӑйлӑ та хӑюллӑ çынсем юлни ҫинчен, часах парӑнмалла марри ҫинчен ӑнлантарса памалла. Манӑн воспитанниксем хӑйсем малта пынине, вӗсем ҫине тӑрсах ҫӗнтерме пултарнине ӑнланаҫҫӗ. Тренер - пысӑк та ансат мар професси, - палӑртать Ирина Анатольевна.
"Ял тренерӗ" программа Пишпӳлек районӗнче спорта хавхалантарчӗ, халӗ ҫамрӑк спортсменсем районсемпе республика ӑмӑртӑвӗсенче результатсем кӑтартаҫҫӗ. Программа тренерсене республикӑн инҫетри районӗсене куҫма илӗртнӗ, ачасен пысӑк квалификациллӗ тренерсемпе специалистсен спортпа туслашма май килнӗ.
— Тавтапуç Радий Хабирова тата Пишпÿлек районӗн администрацине, "Парус" спорт шкулӗн ертӳҫисене. "Ял тренерӗ" программа нумай тренерсене, уйрӑмах ҫамрӑксене пулӑшать, - вӗҫлет пирӗн калаҫӑва Ирина Анатольевна. — Октябрӗн 30-мӗшӗнче - Тренер кунӗ. Ӗҫтешсене професси уявӗпе саламлатӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх сунатӑп: сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче ӑнланупа ӑшӑ ытларах пултӑр, ӗҫ савӑнӑҫпа киленӳ ҫеҫ кӳтӗр, сире вара тав сӑмахӗсем, тӑрӑшуллӑ вӗренекенсем, ҫав вӑхӑтрах спортпа пурнӑҫри пысӑк та пӗчӗк ҫӗнтерӳсем сунатăп.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Павлован архивӗнчен.
 
Радий Хабиров: "Ачасем валли тӑвакан объектсенче тӳлевсӗр спортпа аппаланмалла. Пирӗн ҫак задачӑна, уйрӑмах пысӑках мар тупăшлă тата ҫынсен спортшӑн тӳлеме май ҫук ҫемьесемшӗн, май килнӗ таран пурнӑҫламалла. Эпир ӗмӗтленекен тӗп тӗллев ҫапла. Ăна çĕнсе илессипе ӗҫлӗпӗр".
Ачасене хӑйсен вӑйне уҫса пама пулӑшать
Ачасене хӑйсен вӑйне уҫса пама пулӑшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: