Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
26 Ноябрӗн , 10:21

Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă

Тестированине хутшӑнакансем пурте хӑйсене лайӑх кӑтартнă, хӑйсен спорт хӑнӑхӑвӗсене çирĕплетнĕ. 

Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă

 

Шкулӑн спорт залне кӗҫӗн, вӑтам тата аслӑ сыпăкри ачасем хӑйсен вӑй-халне тӗрӗслеме пухӑннӑ.

Шкул ачисем ҫак тӗрӗслевсенче хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхнă: урайӗнче ӳпӗнсе алăсене хуçлатассинче, гимнастика сакки ҫинче тӳрӗ урасемпе малалла ӳпӗнессинче, аялти тата ҫӳллӗ перекладина çинче ҫакӑнса тӑрса туртӑнассинче, кӗлеткене месерле вырттарса çĕклессинче, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна сикессинче.

Вӗренекенсен спорт кӑмӑл-туйӑмӗ сисӗнет. ГТО нормативӗсене пурнӑҫлани ачасен чӑн-чӑн ӑмӑрту сĕмӗ ҫуратнă.

Кӗрешӳ хӗрӳлӗхӗ минутсерен ӳссе пыни туйӑннă, пухӑннисен кӑмӑл-туйӑмӗ нумайланса пынă – питҫӑмартисем кӗренленнĕ, куҫӗсем йӑлтӑртатнă. Хӗрачасемпе арҫын ачасем тӗрӗслеве тивӗҫлипе пурнӑҫланă. Тестированине хутшӑнакансем пурте хӑйсене лайӑх кӑтартнă, хӑйсен спорт хӑнӑхӑвӗсене çирĕплетнĕ.  Халӗ вӗсен тивӗҫлӗ наградӑсене кӗтсе илесси ҫеҫ юлнă.

#БижбулякСпортивнаяШкола
#Бижбулякскийрайон
#ЗдоровыйОбразЖизни
#ГТО
#СпортивнаяшколаПаруссБижбуляк

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпулекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club125258211

 

Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Михайловкăри вăтам шкулта вӗренекенсем ГТО комплексне тестланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: