"Парус" спорт шкулӗн шайбăпа хоккее вӗрентекен тренер-преподаватель Денис Яковлев ҫамрӑк "олимпиецсене" хатӗрлес тӗлӗшпе лайӑх шанăç парать.
Республикӑпа Раҫҫей шайӗнчи тӗрлӗ чемпионатсемпе первенствисенче, ача-пӑча тата ҫамрӑксен хоккей лигинче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ хыҫҫӑн районти "Олимп" шайбӑпа хоккей команди хоккей лигинче палӑрмаллах ҫитӗнӳсем тунӑ хыҫҫӑн нумаях пулмасть кӑштах пусăрăнчӗ. Ҫакӑ вара темиҫе сӑлтава пула пулса иртет. Ку вылякансене улӑштарнӑран (вӗсем ӳссе ҫитӗннӗ те вӑтам вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кайнӑ) пулнă. Чемпионсен ҫӗнӗ смени ӳссе çитмен-ха. Райцентртан хулари хоккей клубӗсене ӗҫлеме кайнӑ тренерсен ӗлӗкхи составӗ ҫукки хӑйӗн начар рольне вылянă. Акӑ халӗ, ҫамрӑк та малашлӑхлӑ Пишпÿлекре пурăнакан Денис Яковлев "Парус" спорт шкулне тренерпа преподаватель ӗҫне кӗрсен, пурте "хӑйӗн вырăнне таврăнасса шанатпăр.
— Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкул хыҫҫӑн Уфари авиаци университетӗнчен вӗренсе тухрăм. Столицӑра инженер-конструктор специальность енӗпе ӗҫлерӗм, анчах шайбăпа хоккейла выляма пӑрахмарӑм, — тет тӗреклӗ кӗлеткеллӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхи Денис. — Хоккее мана аслӑ пичче Александр ертсе килчӗ, вӑл халӗ ҫемйипе Санкт-Петербургра пурӑнать ӗҫлет. Вӑл та, эпӗ те "Олимп" командинче выляттӑмӑр. Ку шӑпах пирӗн вӑхӑтра Пишпÿлекри "Олимп" кӳршӗри районсемпе тӗрлӗ хоккей турнирӗсенче хӑй ҫинчен çирĕп пӗлтернӗ вăхăт пулчĕ. Эпӗ вузра вӗреннӗ чухне те выляттӑм, халӗ те "Олимпра" вылятӑп, Хоккей лигин чемпионатӗнче тӗп тапӑнакан пулса, пӗлтӗр эпир финала тухрӑмӑр та пӗрремӗш вырӑн йышӑнса призерсем пулса тӑтӑмӑр.
Эпир хоккей енӗпе ҫамрӑк чемпионпа ун килӗнче тӗл пултӑмӑр та чун-чӗререн калаҫрӑмӑр. Тӳрех куҫ умне Денисăн спорт наградисем ҫакса тултарнӑ сӑмавар тухса тӑчӗ, сӑмавар ҫинче вӑтӑр медаль ытла. Ҫак медальсем ҫумне Хисеп грамотисем, дипломсем тата тав ҫырӑвӗсем нумай. Ҫакӑ пурте кӑмӑла тиврĕ: ачасене вĕрентме, тренер ӗҫне юратакан ҫын, чӑн-чӑн профессионал пынӑ. Халӗ вӑл пирӗн спорт шкулӗнче ҫӗнӗ хоккей ҫӑлтӑрӗсене ҫутма тытӑнать.
— Хальхи вӑхӑтра эпӗ диплом илнĕ професси ӗҫне пӑрахман, ҫаплах инженер-конструктор пулса дистанциллӗ ӗҫлетӗп, — малалла калать Денис Андреевич. —Шайбăпа хоккее районта аталантарасшӑн. Ҫитменнине тата тӑван райцентрта. 2024 ҫулхи ноябрьте эпӗ "Парус" спорт шкулӗнче тренер-преподаватель пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм. Халӗ хоккей секцине 2016 — 2018 ҫулсенче çуралнă ачасене пухатпăр, эпир тренировкӑсене туллин ирттеретпӗр. Декабрь пуҫламӑшӗнче ПР шайбăпа хоккей федерацийӗ урлӑ республикӑн 2011 — 2013 çулсенче çуралнисен турнир таблицине 20 команда хутшӑнать. Хулари ача-пӑча хоккей командисем хушшинче районтан пӗртен-пӗр хоккей команди — пирӗн Пишпÿлекри "Олимп" — чи хастар хутшӑннине палӑртма питӗ кӑмӑллӑ. Ҫамрӑк хоккеистсем юлташла матчсенче виҫӗ хутчен пулнă ӗнтӗ. Ҫак тӗлпулусем Салават, Кумертау тата Уфа хулисенче иртнӗ. Ҫак ӑмӑртусенче ҫамрӑк хоккеистсем шӑпах пӑр аренин чӑн-чӑн спортсменӗсем пулса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ: командăпа выляма, пӗр-пӗрне пулăшма хӑнӑхусем пухӑнаҫҫӗ, тӗрӗс пассем, шайба тытса пымалли техникӑна тата тӑшман хапхисем ҫине пырса ҫапассине пурнӑҫламалли техникӑна туптаҫҫӗ. Вӗсем пурте пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ, выляса яма та, паллах, ҫӗнтерме те вӗренеҫҫӗ.
Ҫамрӑк тренер, пӑр арени ҫинче тытӑҫнӑ чухне травмӑсем илнӗ пулин те, хӑйӗн юратнӑ спортне юратса, нумаях пулмасть хоккей формине 10 комплект туянни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кӑна ашшӗ-амӑшӗсен тăкакне саплаштарас тесе тунӑ. Ҫавӑнпа хоккее вӗренес текенсем тӳрех спорт шкулне пыма пултараҫҫӗ.
— Шӑпах пирӗн аттепе анне яланах сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан ҫемье пулӑшнипе эпир пиччепе шайбӑпа хоккее кайрӑмӑр, — тет Денис Яковлев. — Пирӗн атте чӑн-чӑн пулӑҫӑ, сунарҫӑ, анне йогӑпа интересленет. Районти шайбӑпа хоккейӗн лайӑх вӑй-хӑвачĕ тата пуласлӑхĕ пуррине ӗненетӗп эпӗ. Пушкӑрт Республикин хоккей федерацийӗ пирӗн Пишпÿлек районне хоккей коробки валли хупӑ купол уйӑрса панӑ ӗнтӗ, тренировкӑсене малалла вӗренмелли тата хоккей сезонне ҫулсерен ноябрьтен пуҫласа май уйӑхӗччен тӑсмалли май пулать. Ку купола ҫитес вӑхӑтра вырнаҫтарасса шанатӑп. Пирӗн ҫамрӑк хоккеистсем те республикӑри ӑмӑртусенче чемпионсем пулса тăрӗҫ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.