Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
23 Кӑрлач , 10:56

"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче "ЭПИР ГАГАРИНЕЦСЕМ" республика Олимпиадин физкультура енӗпе пӗрремӗш (локальлĕ) тапхӑрӗ пуҫланнӑ.

"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ

Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче шкулчченхи аслӑ ҫулсенчи ачасем валли "ЭПИР ГАГАРИНЕЦСЕМ" республика Олимпиадин физкультура енӗпе пӗрремӗш (локальлĕ) тапхӑрӗ пуҫланнӑ.
Чаплӑ лару-тӑрура воспитанниксем тупа тунă та тӗрлӗ тӗрӗслевсене тума тытӑннă: челнокла чупни, вӑрӑммӑшне сикни, мечӗке ывӑтса яни, месерле выртса кӗлеткене çĕклени, урайӗнче тăрса малалла ӳпӗнни.
Пĕтĕмлетÿсене конкурсӑн официаллӑ сайтӗнче электронлӑ таблицӑна кӗртӗҫ, ун хыҫҫӑн локальлĕ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ палӑрӗ.
Вырăнти тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисем "ЭПИР ГАГАРИНЕЦСЕМ" Олимпиадӑн муниципалитет тапхӑрӗнче ача сачĕшĕн ăмăртĕç.
Олимпиадӑна хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club218299771

 

 

"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
"Улыбка" ача садӗнче республика Олимпиадин пӗрремӗш тапхӑрӗ пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: