"Парус" спорт шкулӗн ҫамрӑк армрестлинг кĕрешÿçисем республикӑри армрестлинг енӗпе нумай хутчен чемпионсен мухтавлӑ йăли-йĕркисене тивӗҫлипе малалла тӑсаҫҫӗ. 2025 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 2-мӗшӗччен федерацин Атӑлҫи округӗн армрестлингпа Уфа хулинче первенство иртет. Республика спорт чысне армспортпа ПР пӗрлешӳллӗ командин йышӗнче Пишпÿлек тренерӗсен Георгипе Татьяна Онановсен воспитанникӗсене хӳтӗлеме шаннӑ. Вӗсем республика ӑмӑртăвĕсен нумай хут чемпионӗсемпе призерӗсем: Екатерина Меркулова, Радмила Сафаргалиева, Арина Нигметзянова, Виталий Семенов, Владислав Емельянов, Станислав Никитин, Владислав Степанов, Арсений Петров тата Евгений Макаров. Вӗсене пурне те медальсемпе кӗтетпӗр!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.