Шӑматкун Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӑтам пӗлӳ паракан учрежденийӗсен "Ÿсӗм точки" вӗренӳ центрӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫленӗ шайра "Шахмат кунӗ" турнир иртнӗ.
Хӑйпе ӑмӑртакансемпе вылянӑ май, унта хутшӑнакансем шахматла выляма ҫӑмӑлах маррине, пӑхсан кăна çапла курӑнма пултарнине кӑтартса панă. Ку вăл хӑвна ҫирӗп тытма, логикӑпа, ҫавӑн пекех тӑшман çÿремелли вырӑнсене шутлама пӗлнипе ӑмӑрту. Вӑйӑ пурне те питĕ кӑсӑклантарнă. Пӑлханнине ҫӗнтерсе, кашни хутшăнакан ҫӗнтерӳ патне туртӑннӑ. Вӑйӑ пынӑ чухне ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртакансене ырӑ суннă, ют ӑнӑҫсӑрлӑхсемшĕн хуйхăрнă.
Шахмат енӗпе вӗрентекен преподаватель Роман Тиманкин турнир пĕтĕмлетĕвĕсене тунă та дипломсемпе пылак призсем панă.
1-мĕш вырӑна Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул команди илнĕ;
2-мĕшне — Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкул команди.
3-мĕш вырӑна Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул команди йышăннă.
#Бижбуляк2школа
#нацпроектыБашкортостана
#ТочкаРостаРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.