Февралӗн 23-мӗшӗнче Демскин пӑрлӑ площадкинче 2015 - 2018 ҫулсенче çуралнă ачасем хушшинче шайбăпа хоккей первенстви иртнĕ, ăна Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне халалланӑ. Матчсем Аит, Пишпÿлек тата Демски командисем хушшинче пулнӑ.
Çамрӑк спортсменсемпе ашшӗ-амӑшӗсене Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗ А.М. Зарипов тата Пишпÿлек районӗнчи хоккей федерацийӗн председателӗ Р.Р. Гадельшин саламласа сăмах каланă. Демскинчи хоккее аталанма пулӑшнăшăн тав ҫырӑвӗсемпе Е.Р. Имашева, Р.С. Тихонована, М.М. Зарипова паллă тунă.
Ӑмӑрту вӑл — пуриншӗн те чӑн-чӑн уяв.
Ашшӗ-амӑшӗшӗн асран кайми туйӑмсем тата унпа пӗрле нумайлӑха юлакан кирек мӗнле хоккеистшӑн та пӗлтерӗшлӗ пулӑм.
Ӑмӑрту пĕтĕмлетӗвĕсем тӑрӑх:
Аитри "Ильдар Гимаев" ячĕллĕ командă 1-мĕш вырӑн йышӑннă. Демскинчи "Авангард" команда 2-мĕш выранта.
Пишпÿлекри "Олимп" команда 3-мĕш вырăна илнĕ.
Хоккеистсемпе тренер-преподавательсене саламлатпӑр малашнехи спорт ҫитӗнӗвӗсем сунатпӑр!
#БижбулякСпортивный
#Хоккей
#СпортивныеДети
#Здоровье
#МинСпорт
#РеспубликаБашкортостан
#ДеньЗащитникаОтечества
#Бижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.