2025 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗнче 2008-2010 ҫулта çуралнă ҫамрӑксем хушшинче волейболпа ҫулленхи уҫӑ район турнирӗ иртнӗ, ăна ятарлă çар операцине хутшăннă Александр Кузьмина асӑнса халалланӑ.
Чемпионсен кубокӗшӗн Пишпÿлек районӗн икӗ команди, Пелепей районӗн икӗ команди тата Альшей районӗн команди тупăшнă.
Ӑмӑртăва уҫнӑ церемонинче Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн строительсто тата ЖКХ енĕпе ĕçлекен ҫумӗ А.И Никитин, çар тӑванлӑх представителӗ Р.Г. Мухтасимов сăмах каланă.
Ӑмӑртура Александр Кузьминăн ашшӗ-амӑшӗпе йӑмӑкӗсем пулнӑ.
Ачасем хӑйсен чи лайӑх хӑнӑхӑвӗсене кӑтартнă, юлташлӑхӑн тата спорт кӗрешӗвӗн чӑн-чӑн чунне кӑтартнă.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх призерсен шутне ҫакӑн пек йӗркепе палӑрнӑ:
1-мĕш вырăн — Пелепей районĕн команди;
2-мĕш вырăн — Пишпÿлек районӗн команди;
3-мĕш вырăна Альшей районӗн команди илнĕ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене грамотӑсем, медальсемпе кубоксем панӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх çыхăнтаракан, чи лайӑх хӳтӗлекен, турнирӑн хаклӑ выляканĕ номинацисенче наградӑланӑ.
Атьӑр, спорта пирӗн пурнӑҫӑн пӗр пайӗ туса пырар, яланах пӗр команда пек туслӑ пулар!
#БижбулякСпортивный
#Бижбулякскийрайон
#СпортНормаЖизни
#Волейбол
#ГодЗащитникаОтечества
#СпортивнаяШколаПарус
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.