Ситекпуçĕнче "Йĕлме йĕлтĕр-2025" чӑвашсен Канашӗн йӑлана кӗнӗ спорт уявӗ иртрӗ.
Иртенпех ҫанталӑк йӗлтӗрпе ӑмӑртма питех ӑнӑҫлах пулмарĕ: - 28 градус таран сивӗ, ҫитменнине тата кӑштах ҫил-тӑман вӗҫтеретчĕ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑта кӑшт ӑшӑтрӗ, Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗ умӗнче ҫӑмӑл автомобильсемпе шкул автобусӗсем туллиех пухăнчĕç, вӗсем йӑлана кӗнӗ йӗлтӗрпе ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансене пурне те илсе килчӗҫ. Ҫак кун чӑвашсен Канашĕн ĕçтăвкомӗн чӗнӗвне пысӑк кӑмӑлпа йышăнса, районти вӗренӳпе сывлӑх сыхлав ӗҫченӗсен профсоюз комитечӗсем те спорт мероприятине хутшӑнчӗҫ.
Йӗлтӗрпе чупас енӗпе хӗллехи спорта юратакансем ялсенчен икҫӗр ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Культура çурчĕ ҫумӗнчи пӗтӗм территорине тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем ҫакса тултарнӑ, крыльца хӗрринче пысӑк та илемлӗ Юр ачи тӑрать. Саламлӑ баннерсем спорт тӗлӗшӗнчен кӑна мар. Кӑҫал сывӑ та урӑ пурнӑҫ йӗркине хӳтӗлекен ситекпуçсем "Урӑ ял" конкурса хутшӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та нумай ҫӗрте "Ситекпуç — урӑ ял!" ҫап-ҫутӑ баннерсем ҫакса тухнă. Таврана чӑваш кӗввисем янӑрарĕç, тӑван тавралӑх ҫинчен юрӑсем шӑрантарчĕç. Маларах каласа хăварас килет: ҫак кун Ситекпуç çыннисем лартнӑ задачӑна ҫӳллӗ шайра пурнӑҫларӗҫ.
Официаллӑ пай пуҫланиччен пухӑннӑ йӗлтӗрҫӗсем умĕнче "Живая вода" вокал ансамблӗ "Матушка земля" тата "Край родной" юрӑсем тухса юрларĕç, унтан наци тумӗсемпе Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн "Тăванлăх" фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юррипе кăмăла çĕклерĕ. Музыка парнисене куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Культура çурчӗн фойинче сӗтелсем апат-ҫимӗҫпе авăнса лараççĕ, чӑваш тумӗ тăхăннă вырӑнти "официанткӑсем" пурне те вӗри чей сӗнеççĕ. Кооператив столовӑйӗнче какайпа хуратул пӑтти часах пиçет. Ку вара пӗтӗмпех тӳлевсӗр пулать. "Йĕлме йĕлтĕр-2025" ҫулсерен йӗлтӗрпе ӑмӑртни, хӗллехи спорта тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратакансемшӗн яланах уяв пулӑмӗ шутланать. Палӑртма кӑмӑллӑ: йӗлтӗрҫӗсен фестивалӗ ҫулсеренех хӑйӗн географине анлӑлатать, пӗр чӑваш ялĕнчен тепӗр яла эстафетӑпа ирттермелли вырӑна улӑштарать, хӑйӗн ялавӗсем айне тӗрлӗ ҫулсенчи активлӑ тта сывă пурнăçа юратакан ҫӗнӗ ҫынсене явӑҫтарать.
Чӑвашла тата вырӑсла каласа ертсе пыракансем хӑнасене тата спорт уявне хутшӑнакансене саламлаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем тĕлĕшпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Александрович Данилов, район Канашӗн секретарӗ тата районти ППМИ координаторӗ Вадим Валиуллович Булатов, Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канаш ӗҫтӑвком председателӗ Сергей Квинтильянович Михайлов тата ҫак уяв спонсорӗ - вырӑнти Киров ячӗллӗ СПК ертӳҫи Александр Маркелович Тихонов саламларĕç. Пишпÿлек ял Совечӗн пуҫлӑхӗ тата ӑмӑртусен тĕп судьи Александр Александрович Семенов хӗрӳллӗ сӑмах тухса каларӗ.
Пурте ҫакӑн пек мероприятисем кирлӗ тесе шутлаççĕ, вӗсем тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсене пӗр-пӗринпе вӑйлӑрах пӗрлештереҫҫӗ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, пирӗн пӗчӗк тӑван ҫӗршывра пурӑнакан ял ҫыннисен хӑйне евӗрлӗ наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Йӗлтӗрҫӗсен старт тата финиш позицийӗсене, Культура çурчӗ хыҫӗнчех вырнаҫнӑскерсене, вӗрсе хӑпартмалли пысӑк та илемлӗ баннер илемлетет. Йӗлтӗр йĕрне Сергей Георгиевич Федосеев снегоходпа лайӑх якатнӑ. Ӑмӑрту пуҫланиччен чылайӑшӗ ун тӑрӑх ярӑнса ҫӳреме ӗлкӗрнӗ.
Ҫак кун чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ тăватă çулхи Рустам Ахметшин пулчӗ, вӑл хӑйӗн дистанцине тивӗҫлӗ майпа утса тухрĕ, вăл Пишпÿлекрен килнĕ пилӗк йӗлтӗрҫӗрен тăракан туслӑ спорт ҫемйипе пӗрле килнӗ. Уйрӑм чупусене 9-10 ҫулти ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗсем пуҫларĕç. Унта Эмиль Газизов (Хушăлка ялĕ) тата Аделина Исаева (Пăслăк ялĕ) ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. 11-12 ҫулти йӗлтӗрҫӗсем хушшинче чи малтан Ярослав Афанасьев (Пăслăк ялĕ) тата Александр Иванов (Кистенлĕ ялĕ) пулчӗҫ. 13-14 ҫулти спортсменсем хушшинче Владислав Васильев (Пăслăк ялĕ) тата Виталий Алексеев (Пишпÿлек ялĕ) чапа тухрĕç. 15-16 ҫулхисем хушшинче Михаил Гребенюк (Хушăлка ялĕ) тата Элиза Давлетшина (Пишпÿлек ялĕ) чи малтан пулчĕç. 17-18 ҫулти чемпионсем Константин Иванов (Хушăлка ялĕ) тата Валерия Григорьева (Ситек ялĕ) пулчӗҫ. 19-24 ҫулти йӗлтӗрҫӗсен хушшинче Анна Васильева (Пишпÿлек ялĕ) ҫӗнтерчӗ. 25-29 ҫулхисен — Анастасия Авзалова (Пишпÿлек ялĕ). 30-39 ҫулсенчисем хушшинче финиша чи малтан Андрей Тимофеев (Хушăлка ялĕ) тата Марина Тимофеева (Пишпÿлекри тĕп больница) пулчĕç. 40-49 ҫулсенчи ушкӑнра Владимир Афанасьев (Пăслăк ялĕ) тата Олеся Кудряшова (Пишпÿлек ялĕ). 50-60 ҫултисенчисем хушшинче Рамиль Минигулов (Михайловка ялĕ) тата Людмила Романова (Ситек ялĕ) ҫӗнтерчӗҫ. 60-69 ҫулсенчисен ушкӑнĕнче - Олег Тихонов (Хушăлка ялĕ) тата Людмила Григорьева (Ситек ялĕ). 70 ҫултисен ушкӑнĕнче чи малтан Иван Григорьев (Ситек ялĕ) Виталий Афанасьева (Пăслăк ялĕ) çур метра яхӑн хӑварса финиш йӗрӗ урлӑ каҫрӗ. Ку ҫулсенчи хӗрарӑмсен хушшинче Хушăлкари Маргарита Михайловапа пӗр тан пулакан пулмарĕ.
Тутлӑ апат хыҫҫӑн ялти Культура ҫурчӗн залӗнче турнир спонсорӗ Александр Тихонов дипломсемпе, медальсемпе тата укҫа-тенкӗпе призерсене наградӑларĕ. Зал ҫӗнтерӳҫӗсене те, спорт уявне йӗркелекенсене те алӑ ҫупрӗ. Пишпÿлек районӗнчи чӑвашсен Канаш исполкомӗ "Йĕлме йĕлтӗр-2026" йӗлтӗр фестивальне Пăслăкра ирттерме палӑртнӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов