Мартăн 8-мӗшӗ умĕн "Парус" спортпа сывлӑх комплексӗнче иртекен хӗрарӑмсен спорт фестивалӗ команда кӗрешӗвӗн хастарлӑхӗпе курӑмлӑхне нумай парнеленӗ.
Ҫулленхи хӗрарӑмсен спорт фестивалӗ ҫулсерен хӑйӗн чиккисене анлӑлатать. Ку хутӗнче ҫурхи илемлӗ уява — Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн райцентрти "Парус" спорт шкулне ял поселенийӗсенчен, организацисенчен тата райцентрти предприятисенчен 22 команда пухӑннӑ. Пурте пухăннă хыҫҫӑн пурне те пултарулӑх парнипе Дилара Хисамова Ача-пӑча искусство шкулӗн ҫамрӑк вокалистки савӑнтарнă, вăл "Мери Поппинс" савăк юрă шӑрантарнă.
Район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов спорт мероприятине килсен, хӑйӗн автомобильне лартма валли вырӑн шыранӑ вӑхӑтра, фестиваль массӑллӑ пулнинчен тӗлӗннине, савӑннине пытарман: спорт шкулĕ умӗнчи Спортивная урамне пӗтӗмпех фестивале хутшӑнакансен транспорт хатӗрӗсем лартса тултарнӑ. Вӑл савнӑ хӗрарӑмсене çитес çурхи уявпа саламланă, вӗсене телей, ырлӑх, яланах илӗртӳллӗ те илемлĕ пулма суннă. Ачасене воспитани парас тата районти хӗрарӑмсен коллективӗсем ҫӗнтерӳ ҫывхарнине кулленхи хаксӑр тӳпе хывни ҫинчен районти хӗрарӑмсен Совечӗн председателӗ Елена Арефьева палӑртнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр-пӗринпе пурте паллашнă: хӑйне евӗрлӗ команда ячӗсем, девизсем, речевкӑсем янӑранă. Юрӑсем те шӑрантарса илнĕ. Тӑватӑ хутшăнаканран тӑракан нумай командӑсем ятарлӑ формăсемпеччĕ. Ҫапла тĕп район больницӑн медицина работникӗсем илемлӗ шурӑ халатсемпеччĕ.
Ӑмӑрту программинче баскетбол мечӗкне карҫинккана пӑрахасси, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна сикесси, кӗлетке тайӑлӑвӗ, дартс тата канат туртасси пулчĕ. Судьясен бригадине призерсене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарĕ, мӗншӗн тесен кашни хутшăнаканăн кӑтартӑвӗсене кашни тӗсре шутламалла пулнӑ. Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн пӗрремӗш вырӑна "Парус" ача-пӑча спорт шкулӗн команди, иккӗмӗшне — "Адреналин" район администраци команди, виҫҫӗмӗшне - "Ласточка" Йăлпăлактамак ял Совечӗн команди тивӗҫлипе илчĕ. Фестивале йӗркелекенсем кашни командӑна тортсемпе чӗрӗ чечексем парнелерĕç.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир Смолов.