Пӗтӗм Раҫҫейри "Геройăн зарядки" зарядка марафонӗ шайӗнче мартăн 18-мӗшӗнче районти ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗн заведующийӗ С.И. Таймасов Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта хӑнара пулнă.
Сергей Игоревич ачасене пӗрремӗш шкулта вӗренни ҫинчен, волейбол, футбол, баскетбол спорт секцийӗсене мӗнле ҫӳрени ҫинчен каласа панă. Хăй районти пĕрлештернĕ команда йышĕнче районти, зонӑри, республикӑри ӑмӑртусене хутшăнни çинчен каласа панă. Спортпа туслашасси тата ГТО нормисене парасси мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă вӑл. Ачасене пурне те хӑйсен сывлӑхӗ ҫинчен шухӑшлама тата спортпа туслашма чӗнсе каланă.
Сергей Игоревич 5-мӗш класра вӗренекенсемпе разминкă ирттернĕ, унтан 5-мĕш класра вӗренекен, "Олимп" хоккей клубӗн воспитанникне Арсений Гнатюка, эстафетӑна панă. Пулас спортсмен пулнӑ май Арсений хӑйӗн тантӑшӗсемпе зарядка ирттернӗ.
Зарядка хыҫҫӑн ачасем пурте пӗр харӑс: "Сывӑ ӳт-пӳре - сывӑ ăс-тăн!» ваттисен сăмахне каланă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club210652587